Хӗрлӗ кӗнекери кăйкăр-балобансен шучӗ ӳснӗ
Тутарстанăн тӗп хулинче реинтродукци проекчӗпе килӗшӳллӗн зооботсада илсе килнӗ Хӗрлӗ кӗнекери кăйкăр-балобансен йышӗ хушăннă. Кун пирки ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Март уйăхӗн вӗçӗнче орнитологсем вӗçен кайăксен йăввинче пӗрремӗш çăмартасене тупнă. Зооботсад шавлă хула варринче пулнине шута илсе специалистсем вӗсене инкубатора хума йышăну тунă, йăвана муляжсем хунă.
Май уйăхӗн пуçламăшӗнче чӗппӗсем тухма пуçланă. Тин çуралнăскерсем йывăрăшӗ 33-34 грамм çеç пулнăран малтанхи кунсенче орнитологсем вӗсене талăкра 8 хут, кашни икӗ сехетре апат çитернӗ. Чăн-чăн çăткăнсене ӳстерес тесе специалистсем ашшӗ-амăшӗн сассине сăнланă, сăмсисене пинцетпа сӗртӗннӗ – çакă чӗппӗсене çутçанталăк инстинктӗсене аталантарма пулăшнă.
Майăн 15-мӗшӗнче çирӗпленнӗ 12-13 кунри кăйкăрсене ашшӗ-амăшӗ патне тавăрнă. Ку вăхăта вӗсен йывăрăшӗ 265-295 грамма çитнӗ. Кăйкăр-анне чӗпписене самантрах йышăннă, ашшӗне вара çӗнӗ статуса ăнланса илме ытларах вăхăт кирлӗ пулнă, анчах юлашкинчен вăл вӗсене амипе танах тăрантарма пуçланă.
«Часах ӳссе çитӗннӗ кăйкăрсене çӗнӗ вырăна – çав шутра заповеднăй территорисене куçарӗç, унта вӗсем майӗпен çутçанталăк условийӗсене хăнăхӗç. Кăçал Рустам Нургалиевич хушнипе эпир проекта анлăлататпăр. Чӗпӗсене харăсах икӗ участока – Атăлçи Кама тата яланхи пекех Камско-Устье районӗнчи заповедниксене – ярăпăр», – пӗлтернӗ ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗн çумӗ Ольга Манидичева.
Аса илтеретпӗр, кăйкăр-балобансен Атăлпа Кама популяцине юсас проекта ведомство пуçарнă, ăна Хусанти Сибур предприятийӗ тата Щеповскисен ячӗллӗ регионти общество фончӗ пулăшнипе пурнăçа кӗртеççӗ.
ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев