Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗрлӗшурăн хастар волонтерӗсене нимӗн те хăратмасть

Ятарлӑ çар операцийӗ пуçлансан Аксу районӗнчи Хӗрлӗшурта пурăнакансем те ытти халӑхпа пӗрле фронта пулӑшас тесе ура çине тӑчӗç. Пирӗн ялтан та çӗршыв интересӗсене хӳтӗлеме мобилизаципе ачасем лекрӗç, тӑватӑ паттӑр тӑшмана хирӗç çапӑçать.

Ялӑн клубӗн заведующийӗ Ольга Михайловна Елендеева пуçарнипе  салтаксен урисем ан шӑнччӑр тесе эпир носки çыхма тытӑнтӑмӑр. Çӑм носки çыхса тӑхӑнтартас ӗç хăвăрт пулмасть: çӑмне таптармалла, арламалла, пӗтӗрмелле, çумалла. Анфиса Ишметовапа Владимир Семенов сурӑх çӑмӗ пачӗç. Ольга Михайловна ертсе пынипе Юрий Емельянов хӑйӗн машинипе, унпа пӗрле Лилия Иванова, Ирина Степанова Кивӗ Тимушкелне кайса çӑм таптарса килчӗç. Вара клубра хӗрӳ ӗç тытӑнчӗ: хӑшӗ арлать, тепри пӗтӗрет, виççӗмӗшӗ çыхать. Пӗри те ӗçсӗр тӑмарӗç, пурте пулӑшас терӗç. Çыхнӑ носкисене çапла салтаксем валли ӑсатрӑмӑр.

Малалла пирӗн маскировка сеткисем çыхас ӗç пуçланчӗ. Елена Елендеева, Людмила Илендеева, Светлана Ильина, Зоя Тимофеева тата Ольга Елендеева хăй Аксăва ятарласа кайса сетка çыхма вӗренсе килчӗç. Сетка çыхас енӗпе вӗренсе опыт илсен ыттисене те вӗрентрӗç. Малтанах алӑ пымастчӗ-ха, кайран хăюсем чӑштӑр-чӑштӑр тунӑ сасӑ кӑна илтӗнсе тăма пуçларӗ. Ӗç кайрӗ. Сетка çыхатпӑр та Аксăва леçеççӗ. Унтан каллех çыхмалли сеткӑсем, хăюсем илсе килеççӗ.

Пурӑна киле пирӗн Ольга Михайловна клуб заведующийӗн ӗçне пӑрахрӗ. Эпир, волонтерсем, сетка çыхма пурпӗр клуба çӳрерӗмӗр-ха. Ӑшӑтакан трубасен срокӗ иртнӗрен вӗсем шӑтнӑ, çавăнпа клубра сивӗччӗ. Апла пулсан та мелне тупрӑмӑр, ӑшӑтакан приборсемпе пӳлӗме ӑшӑтрăмӑр. Пирӗн ушкӑна нимӗн те хӑратмасть, мӗншӗн тесен вăл хастар, пултаруллӑ, маттур çынсенчен тӑрать.

Саврăшпуçӗнчи Татьяна Владимировна Максимова хавхалантарнипе 2025 çулхи августăн 5-мӗшӗнчен çӗнӗ вăйпа ӗçе пуçăнтăмăр.

Ялта клуб заведующийӗ çук. Эпӗ, Любовь Тимкина, малтан та салтаксене пулăшма укçа-тенкӗ пуçтарса пыраттăм, çавăнпа мана Аксури Елена Кузьминапа Саврăшпуçӗнчи Татьяна Максимова волонтерсем çак пархатарлă ӗçе ертсе пыма хистерӗç. Килӗшрӗм.

Пирӗн ушкӑн ячӗ «Хӗрлӗшур волонтерӗсем» (Нижнесаврушские волонтеры) ятлă. Ушкӑнра нумайăшӗ тивӗçлӗ канăва тухнисем. Хӗлле пушă вӑхӑт нумайрах, килте те кичем. Ушкӑнпа пуçтарăнсан вара алӑсем  сетка çыхаççӗ, хамăр пӗр-пӗринпе çӗнӗ хыпарсемпе ылмашӑнатпăр, хӑш чух юрӑсем итлетпӗр, юрласа та пӑхатпӑр. Кам-тăр тухмасан часах çухатаççӗ тата пӗр-пӗрне, вӑл та пур. «Канмалли кунсенче ачисем килнӗ пуль е килӗнче ӗçӗсем пур-тӑр, чирлесси те пулкалать», – теççӗ вара.

Масксеть çыхма ӗçлекенсем те пушӑ вӑхӑт тупса тухма тӑрӑшаççӗ. Шкулта 8-мӗш класра вӗренекен çамрӑк хӗрупраç Лиана Илендеева та каникулсенче пирӗнпе пӗрле çыхать. Маттур Лиана, çамрӑк ăрушăн ырă тӗслӗх.

Ушкӑнри хӗрарăмсем питӗ хастар, икӗ сменӑпа сетка çыхаççӗ. Паянхи куна (6×6 метр) 113 сетка çыхрӑмӑр, пӗтӗмӗшле лаптăкӗ 5406 тăваткал метрпа танлашать. Укçа-тенкӗ пуçтарас енӗпе те ытти ялсенчен юлмастпӑр. Аксури тӗп штаб хӳтӗлевçӗсене кирлӗ япаласене туянма укçа пуçтармалли пирки хыпар ярсанах эпӗ ăна ялăн мессенджерсенчи ушкăнӗсене хӑвӑртрах яма тӑрӑшатăп.

Палӑртса хӑварас килет – ял-йыш тӑрӑшнипе эпир кашни сбора хутшӑнатпӑр. Ун пек чух мана ваттисем калани аса килет: «Пӗччен сурсан – типсе пырать, ушкӑнпа сурсан – кӳлӗ пулать».

Ушкӑна ертсе пырассинче йывӑрлӑхсем те пулкалаççӗ. Манӑн професси халӑхпа çыхӑннăран вӑл мана питӗ пулӑшать. 9 çул почтальонкăра, виçӗ çул почта начальникӗнче ӗçлерӗм, халӗ вунӑ çул ӗнтӗ ялта лавккаçӑ эп. Кам мӗнлине ӑнланатăн, ялан çын хушшинче вӗт.

Ольга Елендеева пирки те çырса хӑварас килет. Вӑл питӗ шанчӑклӑ тус, волонтер. Хӑй яланах шӳтлет: «Мана атте-анне çынна пулăшма çуратса янӑ». Чăн та, Ольга Александровна çынна пулӑшу кирлӗ-тӗк, нихӑçан та хирӗçлемест, пулӑшма пикенет. Оля пурри пирӗн ушкӑншӑн питӗ пысӑк çӑлӑнӑç. Вӑл водителе вӗренни тата машиналлă пулни пирӗншӗн тем пекех пысăк пулăшу. Кӳршӗ яла кайса сетьсем, хăюсем илсе килет, хатӗррисене Аксӑва леçет. Çула май ытти ялсенчи волонтерсем валли те сетка çыхмалли хатӗрсене кӗртсе хăварать. Пысăк тав Ольга Александровнăна!

Хӗрлӗшурсем салтаксене пулăшма хастар хутшăнаççӗ. Кӗркуннепе  çуркунне пахча çимӗç кӳрсе параççӗ. Çӗнӗ çула ял-йышпа пӗрле тӑватӑ посылка туса ăсатрӑмӑр. Татьяна Максимова «Тепло солдату» акци йӗркелени çинчен пӗлсенех ял халӑхӗ носкисем кӳме пуçларӗ. Нумаях пулмасть кӗрпесем кирлӗ терӗç, унта та хастар хутшӑнтӑмӑр.

Любовь ТИМКИНА.

Аксу районӗ,

Хӗрлӗшур.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем