Хӗрпе паллашса укçасăр тăрса юлнă
Раççей ШӖМӗн Хусанти Управленийӗн «Горки» полици уйрăмне 19 çулти каччă пынă. Вăл хăйне шулӗксем пурлăх енӗпе тăкак кӳни пирки заявлени çырнă.
Çамрăк çын каланă тăрăх, вăл нумай пулмасть социаллă сетьсенче хӗрпе паллашнă, унпа çыру çӳретнӗ. Пике кинона кайма сӗннӗ – качча билет туянмалли ссылка ярса панă. Нимӗн те тавçăрман каччă çав ссылка çине пуснă та хăйӗн банк карттин даннăйӗсене çырнă. Унччен те пулман – унăн шучӗ çинчен 30 пине яхăн тенкӗ укçи çухалнă. Кинона каяс текен пике вара çыхăнăва тухма пăрахнă. Каччăн полицие каймалли кăна юлнă.
Хальхи вăхăтра йӗрке хуралçисем пулса иртнине тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе следствипе оперативлă мероприятисем ирттереççӗ. Çакăн пек лару-тăрăва лекес мар тесен Раççей ШӖМӗн Хусан хулинчи Управленийӗ граждансене çапла сӗнет:
- палламан çынсенчен килекен информацие лайăх тӗрӗслемелле;
- ют çынсене хăвăрăн банк карттисемпе шутсем пирки тем каласан та пӗлтермелле мар;
- паллă мар шутсем çине укçа куçармалла мар.
Шулӗксене итлесе вӗсен серепине ан лекӗр, юлташсем!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев