Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Виçӗ миллиона яхăн суйлавçăран пӗрре виççӗмӗш пайӗ – çамрăксем

Шӑматкун Хусанти «Урам» экстрим-паркра «Точка выбора» информаци центрӗ ӗҫлеме пуҫларӗ. Ӑна 2025 ҫулхи сентябрӗн мӗшӗнче иртекен суйлавсем тӗлне уҫнӑ. Ҫак кун Тутарстанра ТР Раисне, ҫаплах Мелекесӑн пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе ТР Патшалӑх Канашне тата республикӑн муниципаллӑ районсенче 7,5 пин вырӑнти депутата суйлатпӑр.

"Точка выбора" тӗллевӗ  – "Урама" килекен ҫамрӑксене пулас суйлавсем ҫинчен каласа парасси, мӗншӗн суйлавран айккинче юлма юраманнине ӑнлантарсси.

Информаци центрӗ уҫӑлнӑ ҫӗре ТР Тӗп суйлав комиссийӗн Председателӗ Андрей Кондратьев, ТР Ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ Ринат Садыков, "ТР хулисен аталанӑвӗн институчӗн" директорӗ Наиля Зиннатуллина пулчӗҫ.

Андрей Кондратьев Тутарстанра 3 миллиона яхӑн суйлавҫӑ пурӑннине, вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ ҫамрӑксем пулнине аса илтерчӗ. 40 пинӗшӗ кӑҫал пӗрремӗш хут суйлать. ЦИК Председателӗн сӑмахӗсемпе, вӗсен камшӑн сасӑлассине пӗлсе тӑмалла, пуҫпа шухӑшласа сасӑламалла. "Точка выбора" шӑпах июнӗн 28-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен кунӗнче уҫӑлнин пӗлтерӗшлӗ пысӑк пулнине палӑртмарӗ вӑл.

Наиля Зиннатуллина хӑйӗн сӑмахӗнче информаци центрӗ ҫамрӑксем йышлӑ ҫӳрекен ҫӗрте уҫӑлнине ырларӗ. Ун шучӗпе шӑпах ҫакӑн пек ҫӗрте яш-кӗрӗмре суйлавсенче хутшӑнса культура аталантарма ансат. "Урама" ҫӳрекенсемпе ытти ҫивӗч ыйтусене те сӳтсе явмалла тесе шутлать вӑл.

ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ "Точка выбора" ҫамрӑксемпе пӗр тан ҫын пек калаҫма май паракан вырӑн пулса тӑрассине пӗлтерчӗ. Ҫакӑ пӗр пӗрне лайӑхрах ӑнланма, ытларах шанма пулӑшасси пирки иккӗленмест вӑл.

Ҫӑвӗпех ҫамрӑксем валли концертсем, мастер-классем, пулас депутатсемпе тӗлпулусем йӗркелӗҫ.

Автор сӑнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2025