Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хӳтӗлевçӗсене пулăшас ӗç пире кулленхи пурнăçра та, уявра та пӗрлештерет

Эпир, Саврăшпуç волонтерӗсем, ятарлă çар операцийӗнчи ентеш-хӳтӗлевçӗсене пулăшас тесе пӗрле ӗçлетпӗр кăна мар, пӗр пурнăçпа пурăнатпăр, савăнăçа та, хуйха та пӗрле пайлатпăр. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн эпир пӗр-пӗрне çак çурхи уявпа саламларăмăр тата салтак амăшӗн Полина Анатольевнăн çуралнă кунне паллă турăмăр.

2026 çула Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тесе палăртнă. Çавăнпа халӗ эпир мӗнле мероприяти ирттерсен те ăна çакна шута илсе йӗркелетпӗр. «Сувар» хаçата, унăн сайтӗнчи материалсене вулакансем астăваççӗ пулӗ ӗнтӗ, январь уйăхӗнче эпир чикансен, февральте индиецсен йăлипе çуралнă кунсем ирттернӗччӗ. Халӗ акă чукча халăхӗн культурине тӗпе хурас терӗмӗр.

Библиотекарь Татьяна Максимова волонтерсене чукча халăхӗн историне каласа пачӗ, йăли-йӗркисемпе, апат-çимӗçӗпе паллаштарчӗ. Паллах ӗнтӗ, чукчасене халалланă анекдотсене те аса илтӗмӗр.

Чи пысăк парне пирӗншӗн Аксуран волонтерсен ертӳçи Александр Убейкин килни пулчӗ. Александр Алексеевич пушă алăпа килмен – волонтерсене маскировка сетки çыхма çав тери кирлӗ пусма рулонӗсем илсе килнӗ вăл. Çакăншăн тата ырă та ăшă салам сăмахӗсемшӗн чӗререн тав тăватпăр ăна.

Полина Анатольевнăна çуралнă кунпа саламланă хыççăн волонтерсем тематикăна кура хатӗрленӗ викторинăра хăйсен пӗлӳлӗхне тӗрӗслерӗç, Çурçӗрпе çыхăннă тупмалли юмахсен тупсăмне шырарӗç, чукчасен кӗввисемпе юрларӗç-ташларӗç.

Çакăн пек уяв вăхăтӗнче те эпир хамăрăн тӗп ӗçе – маскировка сеткисем çыхассине – пӗр самантлăха та манмастпăр. Хальхинче те менелник вӗçленсенех каллех ӗçе пуçăнтăмăр – Михаил Максимов пире валли пусмаран хăюсем касса та хунă. Хӳтӗлевçӗсене пулăшас ӗç пире кулленхи пурнăçра та, уявра та пӗрлештерет.

Татьяна МАКСИМОВА.

Аксу районӗ, 

Саврăшпуç ялӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #2026 – Год Единства народов 2026 – Год воинской и трудовой доблести в Татарстане