ХӲТӖЛЕВÇӖСЕНЕ ТЕ ХӲТӖЛЕМЕЛЛЕ
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вӗсен çемйисене Тутарстан Республикинче пур енлӗн пулăшма тăрăшаççӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин 2023 çулхи апрелӗн 3-мӗшӗнче СВОна хутшăнакансене тӗрев пама «Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем» («Защитники Отечества») Патшалăх фондне туса хурасси çинчен Указ кăларнă.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вӗсен çемйисене Тутарстан Республикинче пур енлӗн пулăшма тăрăшаççӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин 2023 çулхи апрелӗн 3-мӗшӗнче СВОна хутшăнакансене тӗрев пама «Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем» («Защитники Отечества») Патшалăх фондне туса хурасси çинчен Указ кăларнă. Пирӗн çӗршыв историйӗнче кун пек тӗслӗх пулман ку таранччен – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăнакансемшӗн те, ытти çар операцийӗсенче пулнисемшӗн те. «Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем» фондăн Хусанти уйрăмӗ Ямашев урамӗнчи 1-мӗш çуртра ӗçлет. Унăн ертӳçи Гузель Любисовна Удачина тунтикун журналистсемпе тӗл пулчӗ.
«Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем» çăва тухсан çеç ӗçлеме пуçланă, унтанпа нумай та вăхăт иртмен, анчах чылай усăллă ӗç тума ӗлкӗрнӗ пулăшуçăсем. Республикăн районӗсенче те, паянхи куна 19 муниципаллă районта, 19 филиал ӗçлет, çулталăк вӗçлениччен тата 15 уçăлмалла. Фонд филиалӗ çук муниципаллă районсенче ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен çемйисен ыйтăвӗсемпе ӗçлемеççӗ тесе шутламалла мар. Çывăхри муниципаллă районти фонд филиалӗн ӗçченӗсем пулăшаççӗ ыйтусене татса пама. Çакăн çинчен Гузель Любисовна тӗплӗн каласа пачӗ.
Организаци уçăлнăранпа 3576 çын пулăшу ыйтса пынă. Тутарстанри фонд уйрăмӗ 6 пин ытла ыйтăва татса панă.
«Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем» фондран пулăшу ыйтма камăн ирӗк пур? Ятарлă çар операцине хутшăннисене, аманса килнисене, вӗсен çемйисене медицина пулăшăвне парассипе, вӗренӳпе, киле газ кӗртессипе тата ытти ыйтусемпе те шăнкăравлаççӗ.
Фонд филиалӗнче 45 социаллă координатор ӗçлет.
Çак тапхăрта пăхса тухнă ыйтусенчен чылайăшӗ укçа-тенкӗпе çыхăннă: аманнăшăн пыракан тӳлевсем, ятарлă çар операцине хутшăннăшăн, пособисем...
Иккӗмӗш вырăнта çапăçусене хутшăннă ветерансен удостоверенине илессипе çыхăннисем. Харкам çар компанийӗсенче тăнисен удостоверенисем илесси пирки пулăшу ыйтакансем уйрăмах нумай пулнă.
Социаллă пулăшу парассипе çыхăннисем те чылай. Раççей Федерацийӗн шайӗнче те, регионран та пулăшу параççӗ çар операцийӗсене хутшăннисене тата вӗсен çемйисене. Час-часах çăмăллăхсем çинчен ăнлантарса пама ыйтаççӗ. Психолог пулăшăвӗ кирлисем те «Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем» фондăн уйрăмне пыраççӗ. Гузель Любисовна нумайăшне психолог пулăшăвӗ кирлине асăнчӗ.
Кил хуçалăхӗнчи ыйтусемпе те пулăшаççӗ фонд ӗçченӗсем – газ кӗртмелле-и, юсав ӗçӗсем ирттермелле-и е ачасене садике, вӗренӳ заведенине вырнаçтарма пулăшмалла. Пур ыйтупа та пулăшма тăрăшаççӗ.
Кашни ветеранпа уйрăм координатор ӗçлет. «СВОна хутшăнакансенчен, вӗсен çемйисенчен тӗрлӗ сăлтавпа пур чухне те пирӗн пата пымаççӗ, шăнкăравласа пулăшу ыйтмаççӗ. Кун пек чух фондра ӗçлекенсем хăйсем информаци шырама пуçлаççӗ, çемье пурăнакан çӗре çитсе пурнăç условийӗсемпе паллашаççӗ, йывăрлăха лекнисене пулăшаççӗ», – пӗлтерчӗ Гузель Удачина.
«Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем» фондăн Хусанти уйрăмӗн телефонӗ (843) 598-33-55.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев