Хулаçырми шкул директорне Надежда Мокшинăна Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн Çӗпрелӗнчи уйрăмӗн председательне суйларӗç
Сильвия Чаркина Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзне ертсе пынă май Çӗпрелӗнче те унăн уйрăмӗ йӗркеленнине, анчах председательне халӗ те палăртманнине пӗлтерсе ларура ку ыйтăва та татса пама сӗнчӗ.
Сентябрӗн 25-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнче ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗн муниципаллă йӗркеленӳсемпе Туслăх центрӗсемпе хутшăнассипе уйрăм заведующийӗ Сильвия Чаркина Çӗпрел районӗнчи наципе культура пӗрлешӗвӗсен представителӗсемпе, районти Туслăх Çурчӗн ӗçченӗсеме тӗлпулу ирттерчӗ. Кун йӗркинче – нацисемпе конфессисен хушшинче туслă çыхăнăва çирӗплетессипе, миграципе çыхăннă закона пăхăнассипе, экстремизмпа терорризм профилактикипе çыхăннă ыйтусем.

Сильвия Чаркина Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзне ертсе пынă май Çӗпрелӗнче те унăн уйрăмӗ йӗркеленнине, анчах председательне халӗ те палăртманнине пӗлтерсе ку ыйтăва та татса пама сӗнчӗ. Вăл организаци ӗçӗпе паллаштарса районсенче унăн уйрăмӗсене йӗркелес ӗç пынине пӗлтерчӗ. Хăй енчен Хулаçырминчи вăтам шкул директорӗн Надежда Мокшинан кандидатурине сӗнчӗ.
- Надежда Федоровна пултаруллă ертӳçӗ, тăрăшуллă. Республика шайӗнчи пысăк конкурссемпе фестивальсене хутшăнса чăваш культурине питӗ тивӗçлӗ кăтартса пачӗ. Район администрацийӗ ун кандидатурине ырласа йышăнчӗ. Пӗрле тухăçлă ӗçлессе шанатăп, терӗ Сильвия Чаркина.
Çапла пӗр саслăн пулса Надежда Мокшинăна Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн Çӗпрелӗнчи уйрăмӗн председательне суйларӗç.
Сăнӳкерчӗк: https://chuprale-online.ru тата Ирина Трифнова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев