Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хулаçырми волонтерӗсем маскировка сетки те çыхаççӗ, окоп çурти те тăваççӗ, килти салма та хатӗрлеççӗ

«Пӗрлӗхре вăй», – тесе ахальтен каламаççӗ пуль çав. Пӗрле темле ӗç те тума пулать. Пысӑк тӑрӑшулӑхпа çыхнӑ маскировка сеткисем Тӑван çӗршыв интересӗсене хӳтелекен салтаксене питӗ кирлӗ, çавна Хулаçырми ял хутлӑхӗнче пурӑнакансем питӗ аван ӑнланаççӗ. Çавӑнпа çӗнтерӗве çывхартма пӗтӗм кӑмӑлтӑн тӑрӑшаççӗ те.

Эпир çулталăк каялла, 2025 çулхи февраль уйӑхӗнче, фронт валли маскировка сетки çыхма пуçларӑмӑр. Хамăр ушкӑна «Плетём сети Победы» ят патӑмӑр. Ку ӗçе пуçласа яраканӗ ял хутлӑхӗн пуçлӑхӗ Марина Владимировна Арифуллова пулчӗ. Малтанах сетка çыхас вӑрттӑнлӑхсене Чӑваш Çӗпрел ялне кайса, курса, вӗренсе килтӗмӗр. Вӗсем пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗç, сетка çыхмалли мелсемпе паллаштарчӗç.

Кӗске вӑхӑтрах Рамис Реисович Арифулловпа унăн Захар ывӑлӗ сетка çыхмалли каркас туса лартрӗç. Малтан çыхакансем сахалрах пулчӗç, анчах кунсерен вӗсен шучӗ хушӑнсах пычӗ. Кун пек ырӑ ӗç туни пирки хыпар ялта хӑвӑрт сарӑлать, çынсем пӗрин хыççӑн тепри сетка çыхма çӳреме пуçларӗç. Халӗ пирӗн йышра 30 ытла волонтер. Килӗштерсе, çӗнтерӗве шанса ӗçлетпӗр.

Пирӗн волонтерсем паянхи куна 70 сетка çыхса фронта ӑсатрӗç ӗнтӗ. Сеткӑсене хамӑр районтан каякан гуманитари пулӑшăвӗпе тата отпуска таврăннă салтаксенчен парса яратпӑр. Сетка чӗркемӗ ӑшне кучченеç те хуратпӑр: канфет, чей, нуски, перчетке тата ытти те. 

Çавăн пекех 250 ытла çӑмартаран лапша касса хатӗрлерӗмӗр, окоп çуртисем турӑмар. Сăмах май, окоп çурти пирӗн шкулта та тӑваççӗ. Ку ӗçсене малалла та ӗçлесе тӑрӑпӑр.

Ял-йыш укçа енчен пысӑк пулӑшу парать ку ӗçре. Хӑш-пӗр çемье кашни уйӑхра укçа-тенкӗ пама тӑрӑшать. Нумайăшӗ кашни пенси илмессерен сетка çыхма укçа уйӑрса хӑварни пирки калаççӗ. Шкулпа ача сачӗн коллективӗсем те пысӑк пулӑшу параççӗ. Пухăннӑ укçапа сетка çыхма кирлӗ материалсем илетпӗр. Ял-йыш панă укçапа мӗн илнине ушкӑнра пӗлтерсе тӑратпӑр.

Пирӗн хастар волонтерсене ырлӑх, сывлӑх сунас килет. Эпир ӗнтӗ пурте вӑрçӑ вӗçленессе кӗтетпӗр. Вӑрçи часрах пӗттӗрччӗ те çӗр çинче мирлӗ пурнӑç пултӑрччӗ.

 

Елена КИРИЛЛОВА,

Хулаçырми волонтерӗсен ушкӑнӗн ертӳçи.

Çӗпрел районӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем