Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хулаçырминчен тухнă хăюллă разведчик

Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ Григорий Семенов хăйӗн харсăрлăхӗпе салтаксене тӗслӗх кăтартнă

1943 çул. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин варри. Совет салтакӗсем фронтра паттăррăн çапăçаççӗ. Анчах та салтаксен паттăрлăхне чăннипех те çирӗплетсе кăтартакан награда пулман. Çавăнпа та 1943 çулхи ноябрьте СССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗ салтаксене кăна наградăламалли орден кăларма хушать. Ку Мухтав орденӗ пулса тăрать. Унăн виçӗ степень: 3-мӗш степенӗн çăлтăрӗ – кӗмӗлтен, 2-мӗшӗн – çăлтăр варринчи Кремль сăнӗ ылтăнран, 1-мӗшӗн çăлтăрӗ – ылтăнран.

3-мӗш степеньлӗ çак ордена 1 миллиона яхăн салтак тивӗç пулнă.  2-мӗш степеньли 46 пин салтак илнӗ. 1-мӗшне вара – 2678 салтака панă. Çак орденăн тулли кавалерӗсен шутне пирӗн ентеш Григорий Трофимович Семенов разведчик та кӗме тивӗçнӗ. 

Вăл 1919 çулта Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче хресчен çемйинче çуралнă. Ачалăхӗ йывăр пулнă, колхозра ӗçленӗ. Комсомол путевкипе вăл Инçет Хӗвелтухăçне стройкăна тухса кайнă. Унта строительсен техникумне пӗтерсе прораб пулса тăнă. 1941 çулхи кӗркунне Григорие çара илнӗ. Малтан вăл тылра сапер ӗçне алла илнӗ, çулталăкран фронта кайнă. Ку вăл нимӗçсене Сталинград патӗнчен хăвалама тытăннă вăхăт пулнă. Малтан Кӗркури сапер батальонӗнче тăнă. Анчах та чăваш каччи хăй ирӗкӗпе разведкăна каять. Вара мӗн вăрçă чарăниччен 35-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗнче çапăçать. Дивизи 8-мӗш гварди çарне кӗнӗ.  Командующийӗ В.Чуйков пулнă. Çак дивизире çаплах СССРăн пулас  паллă çар пуçӗ  В.Варенников та çапăçнă.

1943 çулхи хӗлле Кӗркури хресчен тумне тăхăнса Лозовая станци патӗнче тăшман тылне каять. Темиçе кунран вăл хаклă хыпарсемпе хамăрăннисем патне таврăнать. Çаплах маларахри çапăçусенче вуншар тăшмана кăкланă, тыткăна илнӗ. Çакăншăн ăна Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗпе наградăланă. 

1944 çулхи çурла уйăхӗнче Семенов Висла юханшывӗн тепӗр çыранӗнче юлташӗсемпе пӗрле темиçе фашиста тӗп тăвать, хак­лă документсене тытса илсе виçӗ тăшман салтакне тыткăна илсе хамăрăннисем патне таврăнаççӗ. Вӗсенчен пӗри, офицер пулнăскер,  кирлӗ хыпарсем пӗлтернӗ. Çаплах вӗсем Магнушев хули патӗнче икӗ нимӗçе тыткăна илеççӗ тата пӗр яла чăн малтан çапăçса кӗрсе каяççӗ. Çакăншăн ăна II степеньлӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин орденӗпе  наградăланă. Малалла вара вăл Гловачув хули патӗнче тăшман пулеметне расчечӗпе пӗрле тӗп тăвать. Çакăншăн ăна III степеньлӗ Мухтав орденӗпе чыслаççӗ.

Çав уйăхрах Григорий Трофимович Семенов çар хатӗрӗсем тиенӗ тăшман машинине сирпӗтсе ярать, теçетке ытла тăшмана тӗп тăвать, телефон кабельне касса пӗтерет. Ăна II степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградăлаççӗ.

1945 çулхи хӗлле аслă сержант Семенов ушкăнӗ тăшман тылӗнче хыпарсем пуçтарнă чухне хӗрӗхе яхăн фашиста тӗл пулать те çапăçăва кӗрсе вӗсене тӗп тăвать. Командир хăй кăна вун пӗр фашиста леш тӗнчене ăсатать. Çапла вара ăна 1945 çулхи мартăн 24-мӗшӗнче I  степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградăлаççӗ. Çапăçусем вара малалла пынă, Оборники хули патӗнче Семенов старшина ушкăнӗ шоссе çулне хуралланă икӗ тăшман салтакне тӗл пулать те пӗрне вӗлерсе теприне  тыткăна илет. Темиçе кунран вӗсем лесник çуртӗнче вырнаçнă нимӗçсен гарнизонне тӗп тăваççӗ. Пӗр тăшман салтакне вара, раципе пулнăскере, хăйсемпе пӗрле илсе каяççӗ. Тепӗр эрнерен ушкăн Одер çыранӗнче разведкăра пулать. Хак­лă хыпарсемпе таврăннă чухне вӗсем çине теçетке ытла нимӗç салтакӗ тапăнать. Разведчиксем çухалса каймаççӗ, çапăçăва кӗрсе тăшмана тӗп тăваççӗ. Кӗркури хăй кăна çичӗ фашиста пӗтерет. Çакăншăн ăна Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградăлаççӗ.

Вăрçăран таврăнсан Григорий Трофимович Ульяновск облаçӗнчи Мелекесс районӗнчи Никольское-на-Черемшане поселокӗнче тӗпленет. Промкомбинатра ӗçлет, ачисене ӳстерсе çитӗнтерет. Ветеранăн чӗри 1981 çулхи февраль уйăхӗнче тапма чарăннă. Ăна пурăннă поселокрах пытарнă.

 

Материала «Подвиг народа» сайтпа усă курса 

Александр ПЕРОВ хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗкре: Григорий Семенов (сылтăмри) çарти юлташӗсемпе.

Архиври сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев