Хура çӗлен сăхнă хӗрарăма Елабугăри тӗп больницăра çăлса хăварнă
Çак кунсенче Елабугăри тӗп больницăн приемнăй покойне хытă аптранă хӗрарăма илсе килнӗ. Вăрманта çырла пуçтарнă чухне ăна хура çӗлен сăхнă иккен.
Хăй каласа панă тăрăх, аллине кӗленчепе кастартăм тесе шутланă вăл малтан. Курăк ăшнелле сăнаса пăхсан хура çӗлене асăрханă. Тӳрех пыр тӗлӗнче шыçнипе сывлама йывăрланнипе ăна тӳрех больницăна илсе çитернӗ. Апла пулсан та 30 минут реанимацире выртма тивнӗ-ха ун. Тухтăрсен команди наркăмăша хирӗç экстреннăй мероприятисене васкаса ирттернипе кăна çăлса хăварма пултарнă. Хальхи вăхăтра хӗрарăмăн пурнăçӗ хăрушлăхра мар. Вăрмана каяс пулсан асăрхануллă пулма ыйтатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев