Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Хура куç» фестиваль

Элметре июлӗн 14-мӗшӗнче «Каракуз» фестиваль тытăннă.

Пуçласа вăл Тутарстанри нефть тӗп хулинче 2021 çулта иртнӗ. Хулара пурăнакансемпе хăнасем кăмăлланине кура «Татнефть» ыркăмăллăх фончӗ фестивале кашни çул ирттерме шутланă. «Каракуз» паян Элмет варринчи этноплощадкăра уçăлать. Фестивальте «Khazar» (Казахстан), «Shono» (Буряти), «Мерема» (Мордови), «Айкай» (Удмурти), «Кадим Алмет», «Хмельная ворга», «Zakaria» (Тутарстан), «Веданъ Колодъ» (Красноярск крайӗ) ушкăнсем, Болота Байрышева (Алтай), Олена Уутай (Якути) тата ытти уйрăм юрлакансем хутшăнаççӗ. Уявра этномаркет ӗçлӗ, тӗрлӗ мастер-классем, авалхи вăйăсем пулӗç, кӗвӗ инструменчӗсемпе те выляма вӗрентӗç. Пӗтӗм Раççейрен килнӗ урам театрӗсемпе те паллашма май пулӗ. Ытти канмалли кунсенче куракансем бард юррин, ташă, урам культурин, юмор фестивалӗсене, кино курма, ӳкерме вӗрентекен мастер-классенче ăсталăха туптама, кӗнеке клубӗнче çӗнӗ кăларăмсемпе паллашма, гастрофестивале хутшăнма пултараççӗ. «Каракуз» августăн 5-мӗшӗнче хула пляжӗнче джаз концерчӗпе вӗçленет. 

«Элмет таннары» хаçат сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев