Хурт вӗллисене сентябрь уйăхӗччен регистрацилемелле
Çӗнӗ хыпарсем

Хурт вӗллисене сентябрь уйăхӗччен регистрацилемелле

Раççейре хурт вӗллисене ‎Россельхознадзорăн «Хориот» системинче регистрацилени пыл пахалăхне ӳстерме, пыл хурчӗсен йышне тӗрӗслеме тата вӗлле хуртсен чир-чӗрне тупса палăртма пулăшать. Регистрацие пурин те иртмелле.

Вӗллесене кил хуçалăхне илсе килнӗ хыççăн икӗ эрне хушшинче чипировани процедурине иртмелле. Хурт усракансем  ветеринари службисене вӗллесен шучӗ улшăнсанах пӗлтермелле. Кашни вӗллен хăйӗн штрих-кочӗ пулать. Çак требование пурнăçламасан çынсене – 5 пин тенкӗ, организацисене – 20 пин тенкӗ штраф тӳлетереççӗ.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

 


Сельское хозяйство Пчеловодство

Нет комментариев