Хусан аэропорчӗн виççӗмӗш терминалӗ пулать
«Хусан» халăхсем хушшинчи аэропортăн пассажирсен виççӗмӗш терминалне кăçал çулталăк вӗçлениччен проектлама тытăнаççӗ.
Кун çинчен ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗ Фарит Ханифов çак кунсенче ТАССа панă интервьюра пӗлтернӗ. Вăл каланă тăрăх, техника заданине Мускава янă та ӗнтӗ вӗсем. «РФ Транспорт министерстви, Росавиаципе «АГА» ФПУП техника заданине алă пуссан, терминала проектлама пуçлатпăр. Пирӗн мастер-план хатӗр. Ăçта мӗнле çурт, пӗррон тата ытти вырнаçасси паллă ӗнтӗ», – тенӗ вăл.
Министр сăмахӗпе, документацие пăхса тухма пӗр уйăхран ытла мар вăхăт кирлӗ, йăлтах аван пулсан çитес вăхăтрах проект ӗçне пуçăнӗç. Аса илтеретпӗр, «Хусан» аэропортăн аталанăвӗн мастер-планне пӗлтӗрех çирӗплетнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 2025 çул тӗлне Хусантан самолетпа вӗçекен пассажирсен шучӗ 17 миллион çынна çитмелле. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев