Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Çӗнӗ çул каç салют ямасть

Çӗнӗ çул каç Хусанта кăçал салют пулмасть. Сăлтавӗ –республикăра пушара хирӗç режим пуçарни.

Кун çинчен паян, ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра хула Ӗçтăвкомӗн культура управленийӗн ертӳçи Азат Абзалов пӗлтернӗ. «Çӗнӗ çул каç кăçал салют пулмасть, лайăх кăмăл вара — пулать», — тенӗ вăл.

Çакăн пек чарăвăн сăлтавӗ Çӗнӗ çул канăвӗ вăхăтӗнче республикăра пушара хирӗç ятарлă режим пуçарнипе çыхăннă. Унпа килӗшӳллӗн, пиротехникăпа усă курма юрамасть.

Фейерверксем яма чармаççӗ, анчах ятарлă вырăнсенче кăна. Хусанта кун валли тăватă площадка хатӗрлеççӗ: Гаврилов урамӗнчи, Нижнезареченский дамба патӗнчи, Хурăнлăхри Сабантуй вырăнӗ тата ипподром çывăхӗнчи Назиб Жигановпа Петр Полушкин урамӗсен хушшинчи тӳремсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев