Хусан Çӗнӗ çула хатӗрленет
Хусанта Çӗнӗ çул валли çӗнӗ иллюминаци пуласса кӗтмелле. Кăçал Карл Маркс, Николай Ершов тата Вишневский урамӗсене те уяв сăнӗ кӗртсе илемлетме хатӗрленеççӗ.
Çапла майпа çак урамсем тăрăх çӳрекен автомобилистсем, обществăлла транспортăн водителӗсемпе пассажирӗсем Çӗнӗ çул иллюминацийӗсене курса савăнӗç.
Хусанăн 1000 çуллăхӗн паркӗнче Малашлăх вăййисен умӗн унăн тематикипе çыхăнтарнă çутă тăваткал лартӗç. Арт-объектăн çӳллӗшӗ 3 метр, тăршшӗ 8 метр пулӗ. Горький ячӗллӗ парка кӗнӗ çӗрте, кăçал юсаса хăтлăх кӗртнӗ «Светлая долина», «Сад рыбака» парксенче те иллюминаци вырнаçтарӗç. Кун çинчен Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Игорь Куляжев хăйӗн докладӗнче пӗлтернине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Чиновник сăмахӗсем тăрăх, çулталăкăн тӗп уявӗ тӗлне хулана капăрлатма çӗнӗ эрешсемпе мар, пӗлтӗрхи пекех мӗн пуррипе кăна усă курӗç. Хальхи вăхăтра вӗсем оборудованисене складсенче тӗрӗслеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев