Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан çулӗсем çинче пулса иртнӗ аварисен шучӗ 5,3 процент чакнă

Тутарстанăн тӗп хулинче кăçал тăхăр уйăх хушшинче 854 çул-йӗр инкек регистрациленӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан 48 тӗслӗх сахалрах. Çапла вара хулара аварилӗх 5,3 процента чакнă.

Патшалăх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тăрăх, шар курнисен шучӗ те (52 çын сахалрах) чакнă. Вилекенсен шучӗ 16 çын пӗлтӗр çулсем çинче 20 çынна çухатрăмăр. Инкексен тӗп сăлтавӗ (ытти çулхисем пекех)  машинăсем пӗр-пӗринпе çапăнни тата çуран çӳрекенсем çине кӗрсе кайни.

Тăхăр уйăхра çуран çӳрекенсем хутшăннипе 267 авари регистрациленӗ, вӗсенчен 152-шӗ çул урлă юраман вырăнта каçнă. Инкексенче пилӗк çын вилнӗ, вӗсенчен виççӗшӗ çул урлă юраман вырăнта каçнă пулсан, иккӗшӗ – çул-йӗр правилисене пăхăнса  каçсан та сывă юлайман.

Анчах правасăр водительсен айăпӗпе пулнă аварисен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан ӳснӗ. Çакнашкал 37 инкекре икӗ çын вилнӗ, 48-шӗ суранланнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нарушение пдд #ГИБДД_РТ аварии га дорогах