Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Кремлӗнчи Йышăну вырăнӗсен залӗнче Атăлçи халăхӗсен наци тумӗсен куравӗн çӗнетнӗ экспозицийӗ уçăлчӗ

Халăхсен пӗрлӗхӗпе туслăхӗн историне кӗрсе юлмалли пулăм сентябрӗн 24-мӗшӗнче пулчӗ. «Хусан Атăлçийӗ: халăх культурин сăнарӗсем» («Казанское Поволжье: образы народной культуры») — Атăлçи халăхӗсен XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çуррипе XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш çурри вăхăтӗнчи йăлари тумтирне реконструкцилессипе историпе этнографин уникаллă проекчӗ пулса тăрать.

Халăхсен пӗрлӗхӗпе туслăхӗн историне кӗрсе юлмалли пулăм сентябрӗн 24-мӗшӗнче пулчӗ. «Хусан Атăлçийӗ: халăх культурин сăнарӗсем» («Казанское Поволжье: образы народной культуры») — Атăлçи халăхӗсен XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çуррипе XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш çурри вăхăтӗнчи йăлари тумтирне реконструкцилессипе историпе этнографин уникаллă проекчӗ пулса тăрать. 

Курава кӗнӗ тумтирсене вак шăрçапа тӳме таранччен оригиналтан пăхса реконструкциленӗ. Экспертсен ушкăнӗ Атăлçи халăхӗсем пысăк йышпа пурăнакан районсемпе ялсене тухса çӳресе таврапӗлӳ музейӗсенчен, харпăр коллекцисенчен пӗрчӗн-пӗрчӗн паха материал пухнă. Вӗсен тӗпчевӗсем тăрăх чи лайăх маçтăрсем наука консультачӗсем ертсе пынипе проект валли малтан 29, халӗ тепӗр 15 костюм комплекчӗсене хатӗрленӗ. Нумайăшне алă вӗççӗн ăсталанă. Чăваш тумӗсен комплексӗ Кайпăç тата Нурлат тăрăхӗсенче пурăнакан чăвашсен костюмӗсемпе пуянланнă. 

Проекта ТР Халăхсен ассамблейипе Тутарстан Халăхсен Туслăх çурчӗн пуçарăвӗпе йӗркеленӗ. ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарăва ырласа йышăнса тӗрев панă. 

Проектăн наука ертӳçине ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченне Елена Гущинăна çирӗплетнӗ. 
Вăл пӗлтернӗ тăрăх, курав экспозицийӗ паяна 44 костюм комплексӗнчен тăрать. Çавсен шутӗнче вырăс, тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт, кӗрешӗн, пушкăрт халăхӗсен тумӗсем. Вӗсене пăхса ытарма çук. 

— Халăх тумӗ питӗ хитре. Курава кӗнӗ костюмсене ахаль хресченсем тăхăнса çӳренӗ, пуян çемьесенчен юлнисем те пур, паллах. Тумтире мӗн тери юратса çӗлени тыткăнлать. Кафтан, сăхман, çиелти халат е шупăр айӗнче курăнмай кӗпе пайне те илемлӗ пӗрӗмлесе, тӗрлесе тăхăннă. Капăрлăхсем тата, — хавхаланса каласа парать Елена Геннадьевна костюмсем пирки. Кашни ун алли витӗр тухнă-çке. Пурин çинчен сехечӗпе каласа пама хатӗр вăл. Курава уçнă çӗре хутшăннă ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумне, ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата ытти халăхсен чӗлхисене упрассипе тата аталантарассипе комиссин ертӳçине Марат Ахметова та вăл кашни экспонат умӗнче чарăнса тăрса тӗплӗн каласа пачӗ. 

Елена Гущина пӗлтернӗ тăрăх, проекта тӗрлӗ шайри 100 ытла музей хутшăннă. Эксперт ушкăнне Атăлçипе Тутарстанăн ертӳçӗ ученăйӗсем, тӗпчевçӗсем, культурологсем, обществăлла ӗçченсем кӗнӗ. 

Марат Ахметов проект ушкăнӗн ӗçне пысăка хурса хакларӗ. Пухăннисене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗнчен Фарид Мухаметшинран салам каларӗ. 
— Астăватăп-ха, 2021 çулта Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне палăртнă чух ТР Раисӗ Рустам Минниханов халăхсен тумтирӗсене пуçтарса хатӗрлеме хушрӗ. Çакăн хыççăн çăмăл мар, кăткăс та чăкăлтăшлă ӗç пуçланчӗ. Культура министерстви, ТР Халăхсен ассамблейи, культура ӗçченӗсем тата ытти нумай-нумай çын тăрăшрӗ пуçарăва пурнăçа кӗртес тесе. Кашни тӗррӗн, кашни çӗвӗн пӗлтерӗшӗ пур— йăлт тӗпчемелле. Çак пысăк ӗç урлă эпир халăхсен пӗрлӗхне, килӗшӗвне куратпăр. Çак нумай нациллӗ халăх — пӗр пысăк çемье, Тутарстанăн нумай нациллӗ кăшăлӗ. Ку ӗçе малаллах тăсмалла. Тата ман шутпа çак костюмсене мӗнле майпа паянхи кунпа çӗнтемелли пирки те шутламалла. Ăнланмалларах каласан хальхи саманана тивӗçтерекен наци колоричӗллӗ костюмсем çӗлесси çинчен. Тăхăнса çӳрӗттмӗр вӗсене праçниксенче, — терӗ Марат Ахметов проекта ытларах халăх ал ӗç пултарулăхӗ çине куçарма, историпе паянхине сыпăнтарма каласа.

Курава уçнă çӗре ТР Раисӗн шалти политика ыйтăвӗсемпе департаменчӗн наци политикине пурнăçлассипе управлени пуçлăхӗ Евгений Ефимов, ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, вырăс, тутар, чăваш, мари, удмурт, пушкăрт, мордва, кӗрешӗн халăхӗсен наципе культура автономийӗн ертӳçисем килнӗччӗ. Кашни сăмах илсе проектăн пысăк пӗлтерӗшне паоăртса ăна пурнăçлакансене тав турӗ. Мероприяти проектăн ç ушкăнне ТР Патшалăх Канашӗн, ТР Культура министерствин наградисемпе чысланипе вӗçленчӗ. 
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура