Хусан марафонӗн Сберпрайм стартне 39 çӗршывран 45 пине яхăн чупакан хутшăнать
Кăçал иртекен Хусан марафонӗн Сберпрайм стартне регистраци рекордлă йышпа вӗçленнӗ – майăн 1–3-мӗшӗсенче 39 çӗршывран тата Раççейри 78 регионтан чупма юратакан 44 467 çын старта тухать. Пӗтӗмӗшле парне фончӗ 10 миллион тенкӗпе танлашать.
Хусан марафонӗн Сберпрайм старчӗн чи массăллă дистанцийӗ, иртнӗ çулсенчи пекех, 10 çухрăм пулать – 13 638 çын ăна чупса тухма суйланă. Палăртмалла: ку цифра та мероприяти историйӗнчи пӗр дистанцире хутшăнакансен йышӗпе чи пысăкки.
Хусан тăрăх виçӗ çухрăм чупама 7121 çын суйланă, çурма марафон (21,1 çухрăм) 9532 çынна явăçтарнă, классика марафонӗ (42,2 çухрăм) – 11 457 спортсмена. Чи кӗске 40 метр дистанцие 346 пӗчӗк хутшăнакан, 300 метр тата 600 метр чупусенче 2 373 çамрăк спортсмен старта тухать.
2026 çулта ют çӗршывсенчен чупакансен йышӗ те самай ӳснӗ: кăçал тăватă континентран 876 çын хутшăнать марафона. Вӗсен хушшинче Раççейре вӗренекенсемпе ӗçлекенсем те, ăмăртăва хутшăнма Тутарстанăн тӗп хулине ятарласа килекенсем те пур. Чи пысăк йышпа Беларусь, Казахстан, Узбекистан, Кыргызстан, Германи тата Кени представителӗсем хутшăнӗç марафона.
Палăртса хăвармалла, Хусан марафонӗн Сберпрайм старчӗ шайӗнче пиллӗкмӗш хут профессиллӗ спортсменсем хутшăннипе Марафон енӗпе Раççей чемпионачӗ иртет. Чи титуллă хутшăнакан çăмăл атлетика енӗпе Раççейӗн 32 хут чемпионӗ Владимир Никитин пулать. Кăçал вăл марафона иккӗмӗш хут хутшăнать, хальхинче Дюссельдорфра иртнӗ вырсарникун марафон дистанцийӗнче (2:08:54) Дмитрий Неделин тунă çӗршыв рекордне çӗнетес тӗллевпе.
Аса илтеретпӗр, Хусан марафонӗ майăн 1-мӗшӗнче ача-пăча чупăвӗсенчен пуçланать. Шăматкун, ирхине 10 çухрăм дистанцие хутшăнакансем старта тухаççӗ, кăнтăрла – 3 çухрăм, каçхине вара йăлана кӗнӗ Нацисен парачӗ тата концерт иртет. Юбилейлă пиллӗкмӗш хут иртекен чемпионат майăн 3-мӗшӗнче пуçланать. Старта тухма Раççейри чи вăйлă спортсменсем хатӗрленеççӗ, вӗсемпе ют çӗршывсенчен чӗннӗ атлетсем те тупăшаççӗ. Марафон трансляцине МАТЧ ТВ федераци телеканалӗн эфирӗнче кăтартаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев