Хусан мэрӗ Ильсур Метшин ӗçре палăрнă 23 вӗрентекене хула урамӗсене «кăларнă»
Ытти кунсенче те вӗрентекенсене салам сӑмахӗсемпе тивӗҫтермелле, хулари учительсене хисепленине палӑртма май тупмалла», — палӑртнӑ ӗҫлӗ тунтикунра Хусан Мэрӗ Ильсур Метшин.
Хусанта билбордсем ҫине 23 педагогӑн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.
Хулари билбордсем ҫинче Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекенсен кунӗ тӗлне хӑйсен ӗҫӗсемпе палӑрнӑ 23 педагогӑн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Акцие хула Ӗҫтӑвкомӗн вӗрентӳ управленийӗ йӗркеленӗ.
«Тӗрлӗ фестивальсенче, кружоксенче, олимпиадӑсенче тата тупӑшусенче ҫӗнтернӗ педагогсемпе ачасен ҫинчен ҫынсем пӗлни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пӗр ҫитӗнӳ те тимлӗхсӗр юлмалла мар. Вӑхӑтра тав туни – пирӗн тивӗҫ. Билбордсене учитель кунӗ ячӗпе кӑна мар, ытти кунсенче те салам сӑмахӗсемпе тивӗҫтермелле, хулари учительсене хисепленине палӑртма май тупмалла», — палӑртнӑ ӗҫлӗ тунтикунра Хусан Мэрӗ Ильсур Метшин.
Стендсем ҫинче пысӑк опытлӑ педагогсене, призерсене, професси конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене тата олимпиадниксене хатӗрлекенсене курма пулать.
Аса илтеретпӗр, акцие Хусанта иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ.
Хусан хулин вӗрентӳ управленийӗн сăнӳкерчӗкӗ, kzn.ru сайтран илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев