Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан шкулӗсенче вӗренекенсем кӗрхи каникула маларах каяççӗ

Хусанти шкулсенче вӗренекен ачасене кӗрхи каникула яланхи пек ноябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче мар, кăшт маларах – октябрӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа 28-мӗшчен – яма сӗннӗ.

Çакăн пирки ТР Вӗрентӳпе наука министерстви пӗлтерет. Ахăртнех ку Хусанта октябрӗн 22 – 24-мӗшӗсенче иртекен БРИКС саммичӗпе çыхăннă. 

ТР Вӗрентӳпе наука министерствин «ВКонтакте» социаллă сетьри страницинче маларах çырнă тăрăх, çӗнӗ 2024-2025 вӗренӳ çулӗнче каникулсем çапларах:

ноябрӗн 1 – 6-мӗшӗсенче – кӗрхи каникул;

декабрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 8-мӗшӗччен – хӗллехи каникул;

мартăн 22 – 31-мӗшӗсенче – çурхи каникул;

майăн 27-мӗшӗнчен пуçласа çу вӗçлениччен – çуллахи каникул.

Каникулсен çак графикӗ сӗнӳ çеç, хăш кунсенче канмаллине шкулсем хăйсем çирӗплетме пултараççӗ. Октябрьте Хусанта халăхсен хушшинчи пысăк мероприяти иртнине кура шкулсене каникул вăхăтне куçарма сӗннӗ. Ытти хуласемпе районсенче кӗрхи каникула ачасем яланхи пекех ноябрь пуçламăшӗнче кайӗç. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев