Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан – Халӑхсен хушшинчи çамрӑксен диалогӗпе инновацисен тӗп хули

Августӑн 27 – 30-мӗшӗсенче Тутарстанăн тӗп хулине IV Глобальлӗ çамрӑксен саммичӗ (КГМС 2025) 45 çӗршывран 200 ытла делегата пухрӗ, çак шутра министрсем, дипломатсем, ӑсчахсем, медиаэкспертсем, предпринимательсем тата çамрӑксен юхӑмӗсен лидерӗсем. Саммита хутшӑнакансен хушшинче — Бразили, Бангладеш, Катар, Колумби, Мексика, Арабсен Пӗрлешӳллӗ эмирачӗсем (ОАЭ), Сауд Аравийӗ, Оман, Нигери, Филиппин, Кӑнтӑр Африка Республики (ЮАР) тата ытти çӗршыв представителӗсем.

Саммит РФ Наукӑпа аслӑ пӗлӳ министерстви, ТР Çамрӑксен ӗçӗсен министерстви, Хусан Атăлçи федераллӑ университечӗ, ТР Правительстви, «Ислам сотрудничествин Организацийӗн Çамрӑксен форумӗ» Халӑхсен хушшинчи организаци тӗрев панипе иртрӗ. Йӗркелекенсем – Пӗтӗм Раççейри «Движение первых» обществӑпа патшалӑх юхӑмӗ, «Çамрӑксен дипломатийӗн академийӗ» коммерцилле мар организаци, «ТР Çамрӑксен центрӗ» Патшалăхăн бюджетлă учрежденийӗ. 

Мероприяти саммит уçăличчен пӗр кун маларах журналистсемпе ТР Раисӗн пулăшуçи, Раççейри ачасемпе çамрăксен «Движение первых» юхăмӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Тимур Сулейманов, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков, «Çамрăксен дипломатийӗн академийӗ» организацин директорӗ Дильбар Садыкова тата тулашри çыхăнусен енӗпе ХФУ проректорӗ, социологи наукисен кандидачӗ Тимирхан Алишев тӗл пулчӗç. Саммит программипе те, унта хутшăнакансемпе те кӗскен паллаштарчӗç. 

Кăçалхи саммитăн тӗп теми «Глобальлӗ улшăнусен вăхăтӗнче çынлăх (личность) йӗркеленни: хаклăхсем çинче никӗсленнӗ карьера аталанăвӗ. Çамрăк ăрăва пӗрмай улшăнса тăракан тӗнчере пурăнма, ӗçлеме вӗрентесси пирки пулчӗç дискуссисем. Кашни çӗршыв хăйле курать ку ыйтăва, хăйле татса пама хăтланать. Цифра революцийӗн витӗмӗпе вӗрентӳ мӗнле улшăннине те пăхса тухрӗç пухăннисем.

Культура программи те анлă: «Печен базары» ярмаркка, иммерсивлă спектакль, лекторисем, концертсем, мастер-классем, наци апачӗн дегустацийӗ  тата нумай мероприяти. 

IV Хусан çамрăксен глобальлӗ  саммичӗ августăн 29-мӗшӗнче вӗçленчӗ. Мероприятие килме 100 ытла çӗршывран панă 7000 заявкăран 500 çынна суйласа илнӗ. ТР вице-премьерӗ Л.Фазлеева çакă Тутарстана çӗршывсем хисепленине, шаннине пӗлтерет тесе палăртрӗ делегатсене саламланă чух. 

Дискуссисенче, ток-шоура канăçсăрлантаракан ыйтусене тантăшӗсене каласа пачӗç делегатсем, вӗсем çине пӗрле хурав шырарӗç. Ку таранччен тунă ӗçсем тӗрӗс пулнине çирӗплетни, малалла ӗçлеме хавхалантарни кирлӗ яш-кӗрӗме. Çамрăк лидерсене глобальлӗ преми парасси шăпах çакăнпа çыхăннă та. Премие тивӗçнӗ çамрăк предпринимательсем, тӗпчевçӗсем, наставниксемпе культура ӗçченӗсем паянах хăйсен ӗçӗпе тӗнчене лайăх енне улăштараççӗ. Чаплă лару-тăрура ултă номинаци лауреачӗсене чысларӗç: «Çулталăкăн çамрăк социаллă предпринимателӗ», «Ача-пăча пуçарăвӗсене тӗрев парассипе проект», «Çулталăкăн çамрăк тӗпчевçи», «Çулталăкăн çамрăк вӗрентекенӗ», «Йăласене тата культура хăйне евӗрлӗхне упрассипе проект» (ку номинацире çӗнтерӳçӗсенчен пӗри «Голос. Дети» шоура çӗнтернӗ Саида Мухаметзянова (Раççей) пулчӗ), «Çулталăкăн çамрăк медиа-инфлюенсерӗ».

Саммитăн иккӗмӗш кунӗнче иртнӗ Пленарлă ларăва ТР Раисӗ Рустам Минниханов, РФ ют çӗршыв ӗçӗсен министрӗ Сергей Лавров тата РФ наукăпа пӗлӳ министрӗ Валерий Фальков хутшăннă. Унта халăхсем килӗштерсе ӗçлессипе, инклюзивлă вӗрентӗве аталантарассипе 40 ытла çӗршывăн сӗнӗвӗсене пăхса тухса деклараци йышăннă. 

Саммит асра юлмалли тепӗр мероприяти – Казанка çыранӗнче «Культура кочӗ» мурал уçни. Ăна пӗрлехи вăйпа хатӗрленӗ – Бразили, Бангладеш, Катар, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсен тата ытти çӗршывсенчен килнӗ делегатсем хутшăннă. 2026 çулта Хусан Ислам тӗнчин тӗп хули пулассине, çамрăксен пӗрлӗхне халалланă арт-объекта. (Сăнӳкерчӗк саммит пресс-службин).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #МолодёжьРТ