Хусана каллех «Рабыня Изаура» сериалăн çăлтăрӗ Луселия Сантос килет
Хусанта июлӗн 8 – 10-мӗшӗсенче «Казань Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «Молодежь кооперации: объединяя ресурсы для развития отрасли» ятпа Халӑхсен хушшинчи потребительсен кооперацийӗн форумӗ иртет.

Мероприятие Раççейре потребительсен кооперацийӗ йӗркеленнӗренпе 195 çул çитнине тата Татпотребсоюз 110 çул тултарнине халалланӑ.
Татпотребсоюзра пӗлтернӗ тӑрӑх, форума Раççейӗн 74 регионӗнчен тата ют çӗршывсенчен 4 пин ытла делегат килмелле.
Ӗç программинче тӗп вырăнта – çамрӑк кадрсене явӑçтарас, кооперацие цифрӑлас тата тӗнчери хутшӑнусене аталантарас ыйтусем.
Форумăн чи пысӑк сенсацийӗсенчен пӗри – тӗнчипе паллӑ кино легендисемпе тӗл пулни пулӗ: «Укрощение строптивого» фильмра тӗп роле вылянж Орнелла Мутипе «Рабыня Изаура» сериал çӑлтӑрӗ Луселия Сантос килме кăмăл тунă Хусана.
Бразили актриси Луселия Сантос нумай пулмасть Хусана килсе кăна кайнăччӗ-ха, ăна Тутарстанăн тӗп хули çав тери килӗшнӗ иккен. Çавăнпа кунта иртекен черетлӗ мероприятие чӗнсен вăл пӗр шухăшласа тăмасăрах килӗшнӗ.
Сăнӳкерчӗк «Казанфорумăн» пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев