Хусана тӗнчери кооперативсен представителӗсем килеççӗ
Июлӗн 8-10-мӗшӗсенче «Молодежь кооперации: объединяя ресурсы для развития отрасли» халăхсем хушшинчи форум иртет. Тӗп площадка– «Хусан Экспо» курав центрӗ. Форума 30 çӗршывран тата Раççейӗн 74 регионӗнчен 4000 ытла çын килет.
Форума Раççейри потребительсен кооперацийӗ – 195, Татпотребсоюз 110 çул тултарнине халалланă. Тӗнче шайӗнчи мероприяти июлӗн 8-мӗшӗнче Тутарстанăн потребительсен обществисене район центрӗсенчен аякри ялсене чи кирлӗ апат-çимӗçпе тивӗçтермешкӗн 39 едицина ятарлă техникăн (автолавккасем, çăкăр тата сӗт турттаракан машинăсем) уççине панипе уçăлать. Церемоние ТР Раисӗ Рустам Минниханов, РФ Центросоюз Канашӗн председателӗ Дмитрий Зубков тата Татпотребсоюз правленийӗн председателӗ Рашат Шаймарданов хутшăнаççӗ.
Çав кунах студентсен стартапӗсен конкурсне те пӗтӗмлетеççӗ. Çӗнтерӳçӗ хăй проектне пурнăçлама 1 миллион тенкӗ грант укçине тивӗçет. Кооперативлă аслă шкулсенче вӗренекенсем конкурс ӗçӗсене IT, переработка, ял туризмӗпе социаллă предпринимательство сферипе çыхăнтарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев