Хусанпа Анат Кама аэропорчӗсенче паян иртенпе самолетсем вӗçмеççӗ
Украина беспилотникӗсен хăрушлăхӗ пысăк пулнипе Хусан тата Анат Кама аэропорчӗсенче «Ковер» режим пырать.
Анат Камăри Бегишево аэропорчӗ ирхине 06 сехет те 49 минутран, Хусан аэропорчӗ 06 сехет те 59 минутран самолетсене йышăнмасть те, вӗçтермест те. Росавиацин пресс-секретарӗ Артем Кореняко пӗтӗм службăна вăйлатнă режима куçарнине, пассажирсемпе авиакомпанисен представителӗсем тата аэропортсен сотрудникӗсем ӗçленине пӗлтерет.
РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗ Анат Кама, Елабуга, Элмет тата Хусан хулисене беспилотниксем тапăнас хăрушлăх пысăкран халăха тимлӗ пулмаллине асăрхаттарать. Беспилотника асăрхасанах граждансен урамра уçă вырăнсенчен çӗр айӗнчен каçмалли вырăнсенче, паркингсенче, çывăхри çуртсем патӗнче пытанмалла, уçă чӳречесем патне пымалла мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев