Хусансене хура çӗлен сăхать
Хусанта хура çӗлен сăхнипе 7-мӗш хула больницин токсикологи уйрăмне виçӗ çын пулăшу ыйтса килнӗ те ӗнтӗ. Вӗсенчен иккӗшне çырла пухнă чух, теприне, 45-ри арçынна, Çарăмсан ялӗнче тусне хуçалăхра пулăшнă чух сăхнă.
Арçын каланă тăрăх, пӳрни пӗçерсе кайнă та тӳрех кăвакарма тытăннă. Тепӗр 20 минутранах больницăна çитнӗ вăл. Çӗлен наркăмăшне хирӗç ятарлă препаратпа васкаса укол тунипе кăна сывă юлайнă вăл. Алли вара хулӗ таранах шыçнă. Хальхи вăхăтра вӗсем пурте больницăра.
Тутарстан территорийӗнче наркăмăшлисенчен хура çӗлен кăна. Вӗсем хăйсем патнех çывхарсан сăхаççӗ, çамрăккисен наркăмăшӗ хăвăртрах сиенлетет. Çавăнпа медицина ӗçченӗсем çӗлен сăхрӗ пулсан вăхăта тăсмасăр больницăна васкамаллине асăрхаттараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев