Хусанта Ачасене хӳтелемелли куна мӗнле паллă тăвӗç
Тутарстанăн тӗп хули Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна анлăн паллă тума хатӗрленет. Май уйăхӗн вӗçӗнчен пуçласа июнӗн 1-мӗшӗччен Хусанти парксем, скверсем, стадионсем çамрăк хула çыннисемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗ валли уяв площадкисем пулса тăрӗç.
Июнӗн 1-мӗшӗнче уявăн тӗп мероприятийӗсем «Елмай» паркра иртеççӗ. Кунта 12.00 сехетрен пуçласа 21.00 сехетчен Хусанти Ача-пăча тата çамрăксен ӗçӗсен комитечӗ пулăшнипе çамрăксен клубӗсен пултарулăх фестивалӗ иртет. Йӗркелӳçӗсем мероприятие 10 000 ытла çын çитсе курасса кӗтеççӗ. Площадкăра çавăн пекех тӳлевсӗр 17 мастер-класс ирттерме палăртнă, вӗсенче тунă япаласене киле илсе кайма пулать. Çавăн пекех сӗтелçи хоккейӗпе мини-футбол турнирӗсем те пулӗç.
Инклюзивлă культура тата патриотизм хаклăхӗсем çине кăçал уйрăм тимлӗх уйăрнă. Майăн 28-мӗшӗнчен Хусанти 162 шкулта çуллахи лагерьсем ӗçлеме пуçлаççӗ. «Наследники доблести: Казань – город Героев» программа шайӗнче шкул ачисем вăйăсемпе пултарулăх урлă çӗршывăн паттăрӗсем тата Раççейри тӗрлӗ халăхсен культури çинчен пӗлме пултарӗç.
Майăн 30-мӗшӗнче 10.00 сехетре Горки-Ометьево вăрманӗнче Габдулла Тукай 140 çул тултарнине халалланă «Дорогою добра» инклюзивлă пултарулăхăн III фестивалӗ пулать. Çак мероприятие пӗтӗм республикăран сывлăх енчен çирӗпех мар ачасем пуçтарăнӗç, вӗсем хулари пултарулăх коллективӗсемпе пӗрле пӗр сцена çинче тухӗç.
Июнӗн 1-мӗшӗнче иртекен уяв мероприятийӗсем Хусанти пур района та иртӗç. «Крылья Советов» паркра уяв 11.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен «Ракушка» площадкăра пулать. Кунта та концертсăр пуçне хăнасем валли тӗрлӗ мастер-классем йӗркелӗç, спорта юратакансем волейболпа мини-футбол турнирӗсене, ăмăртусене хутшăнма пултарӗç.
«Ак чэчэклар» бульварта 09.30 сехетрен пуçласа 13.30 сехетчен пултарулăх коллективӗсем концерт лартса парӗç, курма килекенсем валли мастер-классем иртӗç.
Киров тата Мускав районӗсенче те уяв харăсах икӗ площадкăра иртет. 12.00 сехетре программа Урицкий паркӗнче пуçланать, унта иртекен концерт виçӗ сехете тăсăлӗ, мастер-классемпе уяв партнерӗсенчен интерактивлă хастарлăхсем те пулӗç. 15.00 сехетре уяв программи Салават Купере паркӗнче пуçланать – кунта хăнасем Киров районӗнчи культура учрежденийӗсен ӗçченӗсен концертне курма, мастер-классемпе спорт вăййисене хутшăнма пултарӗç.
Приволжски районта уяв «Калейдоскоп» ача-пăча паркӗнче иртет. Кунта та ачасем валли мастер-классем, вăййăсем, викторинăсем, конкурссем иртӗç тата спонсорсенчен парнесем вылянтарӗç.
Советски районӗнче уяв АртЦентр площадкинче (Н. Ершов урамӗ, 62 çурт) мероприятисем 10.00 сехетре пуçланаççӗ.
Яланхи пекех уяв спортсăр иртмест. Хулари Спорткомитет майăн 30-мӗшӗнче «Трудовые резервы» стадионта Хусанпа Мордва командисем хушшинчи Çамрăксен футбол лигин курăмлă матчне (2010-2011 ç.ç. вылякансем) ирттерме палăртнă. Унсăр пуçне çак кунсенче Пӗтӗм Раççейри «Кожаный мяч» ăмăртăвăн хула тапхăрне те пӗтӗмлетӗç, унта 300 ытла çамрăк футболист хутшăнасси паллă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев