Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Атăл пур, çыранӗ çук

Атăл хӗрринче вырнаçнă пысăк тата пӗчӗк хуласен хушшинче Хусан уйрăлса тăрать. Мӗншӗн тесен Атăл çыранӗ тăрăх уçăлса çӳремелли вырăнсăр, ун ячӗллӗ урамсăр пӗртен-пӗр хула вăл.

«Старая Казань» архитектура мастерскойӗн директорӗ, Хула аталанăвӗн институчӗн эксперчӗ Павел Тиняев каланă тăрăх, Хусан малтан Атăл хӗрринче ларманнипе çыхăннă ку. Ун чухне хуларан Атăл хӗррине çичӗ çухрăм утмалла пулнă. Хусан çинчен çырса хăварнă çулçӳревçӗсем те хулара хăйӗнче мар, унăн уйрăм ларакан Адмиралтейская слобода районӗнче кăна пулнă.

Атăл водохранилищине туса хурсан шыв чăнах та Хусан Кремлӗ патнех çитнӗ-ха, анчах хӗрринче промышленность объекчӗсем вырнаçнăран çырана хăтлăх кӗртеймен. Çавăнпа Атăл хӗррипе уçăлса çӳремелли ятарлă вырăн (Набережная) çук пирӗн. Тен, Хусан шыв-шур портне çӗнетсен ку енӗпе мӗн-тӗр улшăнӗ? Хулан тӗп архитекторӗ Ильсияр Тухватуллина пӗлтернӗ тăрăх, шыв-шур порчӗн реновацийӗ пуçланнă. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество