Хусанта Атăлçири Студентсен отрячӗсен слетӗнче çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене тăвӗç
Октябрӗн 16-мӗшӗнчен пуçласа 19-мӗшӗччен Хусанта Федерацин Атӑлçи округӗнчи студентсен отрячӗсен XV слечӗ иртет. Мероприятие 1000 ытла çын хутшӑнасси паллă.
Октябрӗн 16-мӗшӗнчен пуçласа 19-мӗшӗччен Хусанта Федерацин Атӑлçи округӗнчи студентсен отрячӗсен XV слечӗ иртет. Мероприятие 1000 ытла çын хутшӑнасси паллă. Атăлçири 14 регионти Раççейри студентсен отрячӗсен представителӗсем, юхӑм ветеранӗсем, мероприятин партнерӗсемпе ӗç паракансем, ӗç тӑвакан власть органӗсен представителӗсем.
Студентсен отрячӗсен слечӗ йӑлана кӗнӗ çулленхи пӗтӗмлетӳ мероприятийӗ. Вăл юхӑма аталантарма, çамрӑксен гражданла активлӑ позицине йӗркелеме пулӑшать. Унсăр пуçне Тутарстан Республикипе Федерацин Атӑлçи округне кирлӗ кадрсемпе тивӗçтерме май парать.

«Тутарстан Республики Атăлçири студентсен отрячӗсен чӗри вăл, организацин мероприятийӗсене ирттермелли вырӑн кӑна мар. 2007 çултанпа çакӑнта студентсен отрячӗсен штабӗ ӗçлет. Çакӑ та студентсене кунта тӗлпулусем ирттерме илӗртет. 2003, 2004 çулсенче Тутарстан Раççейри студентсен отрячӗн чи лайăх регионӗ пулса тăчӗ. Ку тивӗçлӗ условисем туса парса округăн регионӗсене ертӳçӗ опытпа тата чи лайăх практикăсемпе паллашма май парать», – терӗ республикӑри студентсен ӗç отрячӗсен центрӗн директорӗ, Раççейри Студентсен отрячӗсен сӑнав канашӗн председателӗн çумӗ Василий Ислаев.
Студотрядсен пайташӗсем валли йӗркелӳçӗсем командăпа ӗçлеме вӗренме тӗрлӗ мастер-классемпе семинарсем хатӗрленӗ. Унсăр пуçне пултарулăх площадкисенче çамрăксем тӗрлӗ конкурса хутшăнма пултараççӗ.
Слетӑн ӗç программи шайӗнче студентсен регионсенчи уйрӑмӗсен ертӳçисем, юхӑм ветеранӗсем тата патшалӑх власть органӗсен представителӗсем хутшӑннипе ӗçлӗ тӗлпулусемпе çавра сӗтелсем иртӗç. Çавăнта юхӑм аталанăвӗпе çыхăннă çивӗч ыйтусене сӳтсе явӗç. Слетӑн ӗç программине Раççей Президенчӗн Атӑлçири полномочиллӗ представителӗн çумӗ Олег Машковцев хутшӑнасси паллă.
Паллах, ӗнтӗ ытти регионсенчен килекенсене тутар культурипе паллаштарас тӗллевпе тӗрлӗ экскурсисем, культура мероприятийӗсем пулаççӗ.
2020-2024 çулсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пӗтӗм Раççейри студентсен отрячӗ Федерацин Атӑлçи округӗнчи студентсен отрячӗсен штабне чи лайӑх штаб тесе палăртнă.
Мероприяти «Çамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе пурнăçланса пырать.
Пӗлме: Раççейри Студентсен отрячӗсем çамрӑксен чи пысӑк ӗç юхӑмӗ. 1959 çултанпа студентсен отрячӗсен шкулӗ витӗр 20 миллион ытла çын тухнӑ. 2024 çулта Раççейри Студентсен отрячӗсен йышӗнче Раççейӗн 85 регионӗнчен пӗтӗмпе 400 пин ытла студентпа шкул ачи ӗçленӗ. Ку вӗсемшӗн пӗрремӗш ӗç опычӗ пулнă. Тата тивӗçлӗ ӗç укçи те илнӗ. Чи пахи вара – çӗршыв аталанӑвне пысӑк тӳпе кӗртни.
Сăнӳкерчӗк: https://minmol.tatarstan.ru
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев