Хусанта çамрăк ӳнерçӗсен куравӗ уçăлать
Февралӗн 17-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Чăваш Енри çамрăк ӳнерçӗсен ӗçӗсен «Чувашия Молодая» куравӗ ӗçлеме пуçлать. Ăна Раççей художникӗсен союзӗ пулăшнипе Чăваш Ен художникӗсен союзӗ йӗркелет.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн ӳнер факультетӗнчен вӗренсе тухнисен пӗрремӗш куравӗ вунă çул каялла пулнă. Хальхи вăхăтра куравра тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗнче вӗренсе тухакансен тата студентсен ӗçӗсене курма пулать. Вӗсен хушшинче – Шупашкарти ӳнер училищин, Чăваш патшалăх педагогика университечӗн ӳнер факультечӗн, çавăн пекех Суриков тата Репин ячӗллӗ академисен студенчӗсем.
Куравăн тӗп тӗллевӗ – Чăваш Енри çамрăк пултаруллă ӳнерçӗсен ӗçӗсемпе паллаштарасси, Чăваш Енре искусство мӗнле аталаннине кăтартасси, тӗрлӗ регионсен хушшинчи туслăха çирӗплетесси.
Мероприяти Хусанта (Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) февралӗн 17-мӗшӗнче 15:00 сехетре пуçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев