Хусанта чăн-чăн чăваш çемйи çуралчӗ
Туктаровсем хальлӗхе темиçе хулара – Хусанта, Анат Камăра, Мускавра пурăнаççӗ-ха, тӗпрен илсен, интернет урлă ӗçлеççӗ. Çитес вăхăтра Хусанта тӗпленес шухăш пур
Августăн 15-мӗшӗнче Хусан варринче чăваш туйӗ К.Ивановăн 135 çулхи юбилейне халалланă музыкăпа поэзи фестивалӗнче кăна мар, Хусан ЗАГСӗнче те пулчӗ. Кунта Аксу районӗнчи Савгачево ял çамрăкӗсем Валерия Капитоновăпа Дмитрий Туктаров пӗрлешрӗç. ЗАГСа вӗсем ятарласа чăвашла тумланса килнӗ.
– Пирӗн атте-аннесем чăвашсем пулнă, хамăр чăваш. Тымарсене манса каяс мар тесе туя чăвашла тăвас терӗмӗр. Пире никам та хушман, хамăрах çапла йышăнтăмăр, хатӗрлерӗмӗр. Анне чӗлхине манмалла мар, йăла-йӗркесене тытса пымалла, – каласа парать Валерия.
Валерияпа Дмитрийӗн туйăма тӗрӗслеме вăхăчӗ çителӗклӗ пулнă-ха, шкултанах, 9-мӗш класранах, туслă çӳренӗ вӗсем. Дмитрий – Савгачево каччи, 27-ре. Валерия вара Васильевка ял хӗрӗ. 10-ра чухне тăлăха юлсан (вӗсем тăватă пӗртăван) Савгачевăра усрав çемьере ӳснӗскер, çак кунсенче 28 тултарчӗ. Çавăнпа çемье çавăрасси лайăх шухăшласа тунă утăм вӗсен.
Туя чăвашла тăхăнса килессине тăванӗсем те пӗлмен иккен. «Тăвансемпе эпир кун çинчен калаçман, вӗсем валли сюрпризчӗ ку. Пире вӗсем туй кунӗнче кăна курчӗç», – йăл кулать çамрăк арăм.
Валерия питӗ маттур, творчество çынни. Чăвашла та, вырăсла та сăвăсем çырать. Туй валли чăваш тумне те акă хăйех шухăшласа кăларнă. Капăрлăхсене – масмака, корсета тата мăй çыххине ăсталанă.
«Кӗпипе корсетне лавккаран илтӗм. Тенкисене корсет çине пуçа мӗнле килчӗ, хам мӗнле куратăп, çавăн пек çӗлерӗм. Мăй çакки çине вӗт шăрçапа йăх вăйӗн паллине тӗрлерӗм. Туйра упăшкан ашшӗпе амăшӗ пурччӗ. Хамăн çуккипе шухăшларăм та йăх паллине тусан ман аттепе анне те çав кун пӗрле туйра пулӗç терӗм. Ку паллă мӗнпур йăха пӗрлештерет вӗт», – паллаштарчӗ вăл хăй тумӗпе.
Çамрăк мăшăрпа савăнăçа пӗрле пайлама çав кун туя Валериян пӗртăван акăшӗпе йăмăкӗ килнӗ, тетӗшӗ çеç çитеймен.
Туктаровсем хальлӗхе темиçе хулара – Хусанта, Анат Камăра, Мускавра пурăнаççӗ-ха, тӗпрен илсен, интернет урлă ӗçлеççӗ. Çитес вăхăтра Хусанта тӗпленес шухăш пур. Дмитрийӗн ашшӗ-амăшӗ Хусанта пурăнаççӗ халӗ, вăл хăй те шкул хыççăнах кунта килнӗ.
ЗАГСа çемье çавăрма наци тумӗпе килекен çакăн пек çамрăксем пурришӗн ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи ЗАГС управленийӗн ертӳçи, «Туслă çемье» федераллă проектăн регионти координаторӗ Эльвира Ахметова та савăнать. Ун шучӗпе, çемьесем йăла-йӗркесене упрани ăрусен çыхăнăвне сыхласа хăварнисӗр пуçне ачасене культура кодне пани, несӗлсен еткерне хисеплеме вӗрентни те. Пирӗн çамрăк мăшăрсем хăйсен йăх-несӗлне çапла сума суни вӗсем историе, йăла-йӗркесене хисепленине кăтартать.
Валерияпа Дмитрий Туктаровсене эпир те çемье çавăрнă ятпа хӗрӳллӗн саламласа, пӗр-пӗрне юратса, ăнланса, алла-аллăн тытăнса пурнăç сукмакӗпе нумай-нумай çул пӗрле утма тата ача-пăчаллă пулма сунатпăр.
Сăнӳкерчӗк Туктаровсен
çемье архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев