Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта çӗнӗ музей? Кино музейӗ

Майăн 18-мӗшӗнче Халăхсен хушшинчи музейсен кунӗнче Хусанта Тутарстан кинматографне халалланă экспозици уçăлнă

 

 

«Тутарстан кинематографӗн историйӗ» – пӗр май ӗçлекен курав. 2024 çулта Тутар наци кинематографӗн 100 çулхи юбилейне паллă тунă чухнех ТР  «Татаркино» директорӗ Миляуша Айтуганова  Тутарстанри киноиндусри çинчен каласа паракан музей уçма шут тытнă.

Экспозиципе паллшакансем республикăра кинематограф мӗнле çуралнине, аталаннине курӗç. Ку çеç те мар, кино ӳкерес кăсăк ӗçӗн кашни тапхăрне ăнлантарӗç. Çавăн пекех кинокартинăсене проката кăларасси çинчен те пытармасăр калса парӗç йӗркелӳçӗсем. 20 çул ытла кинематографсемпе кино пăхма юратакансене Хусана пуçтаракан «Алтын минбар» кинофестиваль çинчен каласа паракан экспозици самай ысăк вырăн йышăнать.

Çитес вӗренӳ çулӗнчен кунта шкул ачисемпе судентсем экскурсие çеç мар, вӗренме те çӳрӗç.

Экспозицие уçнă çӗре кăçал 45 çул тултаркан ТР Кинематографсен союзӗн пайташӗсем хутшăннă.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. Архив.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Кино