Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта çулталăкне 20 самолет тума пуçласшăн

Хусанти авиаци завочӗ çулталăкне пассажирсене турттаракан çирӗм Ту-214 самолет кăларма пуçласшăн.

Çакăн пирки ТР Промышленность тата суту-илӳ министерствин пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче ТР вице-премьерӗ Олег Коробченко пӗлтернӗ.

«Нумайрах самолет туса кăларас тесен заводăн производство хăватлăхне ӳстермелле. Хальлӗхе çулталăкра 1-1,5 самолет çеç тăваятпăр-ха», — тенӗ вăл. 


2032 çулччен 150 самолет кирли паллă. 20 сывлăш карапӗ валли çирӗп контрактсем тунă та ӗнтӗ, 67-шӗ тӗлӗшпе килӗшӳ тунă, тепӗр 61-шне туянас текенсенчен заявкăсем пур. 


Сăмах май, пӗлтӗр çулла Хусанти авиаци заводне РФ Премьер-министрӗ М. Мишустин килсе кайнăччӗ, вăл ун чух Ту-214 самолет пуçтаракан цехпа паллашсан Тутарстана 41,8 миллиард тенкӗ уйăрса пама йышăнни çинчен пӗлтернӗ. Çакă самолет тăвас ӗçе хăвăртлатма пулăшӗччӗ.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев