Хусанта «Энергопром» форум иртет
Халăхсен хушшинчи «Энергопром» энергетика форумӗ «Казань Экспо» курав центрӗнче паян апрелӗн 2-мӗшӗнче уçăлнă. Церемоние РФ энергетика министрӗ Сергей Цивилев, ТР Раисӗ Рустам Минниханов хутшăннă.
«Форум шайӗ Раççей территорийӗнче кăна мар, чикӗ леш енче те ӳссе пысăк пӗлтерӗшлӗ пулса тăчӗ. Энергетика министерствин коллегийӗнче Раççей тата халăхсен хушшинчи энергетика пуласлăхӗ пирки калаçрăмăр, форумра эпир мӗн тунине, мӗн тума пултарнине, малалла мӗнле утнине кăтартатпăр», – пӗлтернӗ Сергей Цивилев.
Вăл палăртнă тăрăх, форума хутшăнакансен йышӗ çулран-çул хăвăрт ӳссе пырать. Сăмахран, кăçал вӗсен шучӗ 2025 çулхипе танлаштарсан икӗ хут ӳснӗ.
«Форум шайӗнче яланхи пекех Çамрăксен кунӗ пуласси питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем пирӗн пуласлăх. Эпир вӗсене хамăр пӗлӗве панисӗр пуçне, вӗсенчен те вӗренетпӗр, вӗсем те пире нумай каласа параççӗ», – хушнă министр.
Рустам Минниханов вара федераци министерствисене çак форум шайне ӳстерес енӗпе тăрăшнăшăн тав тунă. Пурнăç пахалăхӗ экономикăран килнине, экономика вара энергетикăпа тачă çыхăннине, çавăнпа энергетиксене уйрăмах тав тумаллине палăртнă Тутарстан Республикин Раисӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев