Хусанта «Госпаблики» форум иртрӗ
Декабрӗн 4-мӗшӗнче социаллă сетьри патшалăх учрежденийӗсемпе муниципаллă йӗркеленӳсен социаллă сетьри ушкăнӗсен администраторӗсем республикăн тӗп хулинче пуçтарăнчӗç.
Мероприяти программипе килӗшӳллӗн форума хутшăнакансене социаллă медиара усă куракан практикăсемпе, актуаллă трендсемпе, социаллă сетьсене онлайн площадкăсенче аталантаракан çӗнӗ хатӗрсемпе паллаштарнă, практикумсемпе мастер-классем ирттернӗ. Спикерсем шутӗнче «Диалог Регионы» автономлă коммерцилле мар организацин эксперчӗсем, АО «Татмедиа» ӗçченӗсем, блогерсем, фотографсемпе видеографсем пулнă.
Аса илтермелле, декабрӗн 1-мӗшӗнче «Об обеспечении доступа к информации о деятельности государственных органов и органов местного самоуправления» Федераци № 8-ФЗ саккунне йышăннăранпа икӗ çул çитрӗ. Унпа килӗшӳллӗн власть органӗсемпе вӗсене пӑхӑнса тӑракан организацисем социаллӑ сетьсенче официаллӑ ушкăнсем ертсе пымалла.
Паянхи кун шӑп госпабликсем çынсемпе патшалӑх хутшăнăвӗсен çыхӑнăвӗн тӗп каналӗ тата патшалӑх информаци политикин пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑраççӗ. Вӗсем граждансене учрежденисен, муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа панисӗр пуçне, çивӗч ыйтусем татса пама пулăшаççӗ.
Сăнӳкерчӗксем «АГЕНСТВО ТАТМЕДИА» телеграмм-каналтан.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев