Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта II Пӗтӗм Раççейри Фольклориада иртрӗ

Иртнӗ эрнере Хусанта иртнӗ тӗрлӗ-тӗрлӗ мероприятисенчен БРИКС вăййисене асăнмалла тата Пӗтӗм çӗршыври ачасен II Фольклориади. 80 регионтан 1200 ача хутшăнчӗ унта. Пӗрремӗш фестиваль 2022 çулта Шупашкарта Акатуй вăхăтӗнче иртнӗччӗ. Унта Пӗтӗм Раççейрен 700 ача хутшăннă. Фестиваль июнӗн 20-мӗшӗнче Хусан Кремлӗн Спас башни умӗнче пуçланчӗ.

Халăх тумӗсене тăхăннă ачасем хăйсен регионӗсен ялавӗсемпе пухăннă унта. Çӗр ӗçченӗсен керменӗ патне выртать вӗсен çулӗ. Анчах малтан Кремль умӗнче кӗске концерт-импровизаци пăхрăмăр. Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи «Родничок» (ертӳçи Л. Коновалова) ушкăн та юрă юрларӗ. Пирӗн пӗлӗшсем, уявсене, фестивальсене хастар хутшăнакансем — Теччӗри искусство шкулӗнче вӗренекенсем вӗрентекенӗпе Алена Геннадьевна Старостинăпа кунтах. Чăваш Республикинчен Красноармейски ялӗнчи «Заволжский» клубӗ çумӗнчи «Шурăмпуç» (ертӳçи Е. Тюмерова) ушкăнпа та паллашрăмăр. Концерт-импровизацие Тутар патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн «Халăхсен туслăхӗ» композицийӗ вӗçлерӗ.


Çакăн хыççăн микрофон умне культура министрӗсем тухрӗç. Тутарстан Республикин культура министрӗ Ирада Аюпова пӗрремӗш сăмах калаканни пулчӗ. Вăл çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен Хусана пухăннă ачасене, вӗсен ертӳçисене ăшшăн саламларӗ.


Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Светлана Каликова Шупашкарта Фольклориада савăнăçлă лару-тăрура иртнине, анчах 1-мӗш хут иртнипе фестивале хутшăнакансен йышӗ сахалрах пулнине аса илчӗ. 


Ульяновск облаçӗн культура министрӗ Евгения Сидорова, Удмурт Республикин культура министрӗ Владимир Соловьев та ырă сăмахсем каларӗç. 
Кремль картишӗпе иртсе Казанка çыранӗпе çаврăнса темӗнччен утма тиврӗ шăрăхра. Апла пулин те ку çамрăк артистсен кăмăлне хуçмарӗ. Çул тăршшӗпе юрларӗç вӗсем. Кашни ушкăнăн хăйӗн репертуарӗ. Мӗн тери илемлӗ кӗвӗсем, сасăсем!


Çӗр ӗçченӗсен керменӗ умӗнче хатӗрленӗ сцена çинче вара пӗрремӗш пысăк концерт пулчӗ. Анчах малтан II Фольклориада уçăлнине пӗлтерсе Хусана фестивале килсе çитнисене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Ф. Х. Мухаметшин саламларӗ.


Фольклориада июнӗн 23-мӗшчен тăсăлчӗ. Çак кунсенче ачасем пӗр- пӗринпе паллашса туслашрӗç те, нумай çӗннине пӗлме ӗлкӗрчӗç. Йӗркелӳçӗсем хатӗрленӗ мастер-классене хавхаланса хутшăнчӗç. 


Иккӗмӗш кунӗнче Фольклориада Иннополиса куçрӗ. Кунта иртнӗ вăхăтпа пуласлăх пӗрлешнӗ тейӗн: гала-концертра Фольклориадăна хутшăнакансем те, «Наследники традиций» фестивале килнисем те пултарулăхне кăтартрӗç. Иннополис мэрӗ Дмитрий Вандюков хăнасене тараватлăн саламланă. «Фольклор урлă халăхпа паллашма, унăн чунне пӗлме ансат», — тесе хавхалантарнă. Çамрăк хулана фольклорăн гала-концертне ирттерме суйласа илнӗшӗн культура министрне тав тунă. 


Тури Услон районӗн пуçлăхӗн çумӗ Сергей Осянин Фольклориада иртекен Иннополисран инçе мар Свияжск утравӗ пулнине, А. С. Пушкин Салтан патша çинчен хывнă юмахӗнче шăп çав утрава асăннине каласа панă.


Иннополисра ача-пăча фольклор ушкăнӗсене ертсе пыракансен «Халăх йăлисемпе ачасен творчестви хальхи социокультурăн уçлăхӗнче» çавра сӗтел те иртнӗ. 


Раççей В. Поленов ячӗллӗ Халăх творчествин çурчӗн директорӗ Тамара Пуртова халăх творчествине аталантарма патшалăх премисемпе, грантсемпе пулăшнине каласа панă. Ун сăмахӗсемпе паян Раççейре 6,5 миллион çын фольклор пултарулăхне хутшăнать. 


Фольклориадăна хутшăнакансем Тутарстанăн Ешӗлвар, Лайăш, Апас тата Çӳлту районӗсенче пулнă. 


Пӗтӗм çӗршыври ачасен Фольклориади — уникаллă творчество проекчӗ. «Халăх творчестви — ачасене» проект витӗмӗпе РФ Культура министерстви йӗркелеме пулăшать ăна. Фестиваль çуралса ӳснӗ вырăнти фольклор йăлисене тытса пыракансене пӗрлештерет. Кăçал экспертсем фестивале хутшăнма кăмăл тунă 128 ансамбльпе 35 солистăн 163 видеопрограммине пăхса тухнă. Вӗсенчен 71 коллектива, 4 дуэта тата 13 солиста Фольклориадăна килме йыхравланă. Фестивале хутшăнакансем 10 — 18 çулсенче. 


Раççейӗн çӗнӗ регионӗсенчен — Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчен те — килнӗ ансамбльсем Тутарстана. Белгород облаçӗнчи çамрăк фольклористсем те хутшăннă Фольклориадăна. Кăна чăн-чăн хастарлăх теме пулать. Тăтăш БПЛАсем вилӗм кӳрсе вӗçни те çамрăк артистсене юратнă творчествăпа аппаланма чараймасть. Çук, ку хастарлăх çеç мар, чăн-чăн паттăрлăх. 


Июнӗн 22-мӗшӗнче, Совет Союзӗ çине фашистсем вăрă-хурахла çӗмӗрсе кӗнӗ кун, фестивале хутшăнакансем В. Ленин ячӗллӗ Культура керменӗнче ирттернӗ. «Журавли» акцие хутшăннă вӗсем, вăрçăран таврăнманнисене асăнса хутран тăрнасем касса кăларнă. 


Фестиваль пынă кашни кун ачасен программи питӗ интереслӗ пулнă — творчество лабораторийӗсем, экскурсисем. Хусан циркӗн программине те пăхма ӗлкӗрнӗ.


Фольклориадăна РФ Культура министерстви, Раççей В. Д. Поленов ячӗллӗ патшалăх Халăх творчествин çурчӗ, ТР Культура министерстви, «ТР культура сферине инновацисем хывассипе тата йăласене упрассипе ресурс центрӗ» ПБУ, çаплах «Творчествăлла пуçарăва аталантарассипе „Разноцветье“ центр» йӗркелесе ирттернӗ.


Фольклориада БРИКС вăййисемпе пӗрлех Сабантуйра вӗçленнӗ. Тӗп Сабантуйра фестивале хутшăннисем карталанса тăрса «Халăхсен туслăхӗ» флешмоб ирттернӗ. Ун валли ятарласа тутар ташшин хусканăвӗсене вӗреннӗ. Унта вӗсем Тутарстан культура министрӗпе Ирада Аюповăпа калаçнă. Тутарстан Республикин Раисӗ Р. Н. Минниханов ачасемпе асăнмалăх сăн ӳкнӗ. 


Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев