Хусанта июлӗн 8 тата августăн 30-мӗшӗсенче туй тăвас текенсен йышӗ ӳснӗ
Раççейре июлӗн 8-мӗшӗнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тума пуçланăранпа çак кун çемье çавăрас текенсемшӗн питӗ популярлă пулса тăнă.
Хусанта кăçалхи июлӗн 8 тата августăн 30-мӗшӗсенче туй тăвас текенсен йышӗ ӳснӗ.
Раççейре июлӗн 8-мӗшӗнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тума пуçланăранпа çак кун çемье çавăрас текенсемшӗн питӗ популярлă пулса тăнă. Çамрăксем уяв кунӗнче пӗрлешсен ӗмӗрӗпех телейлӗ пуласса шанаççӗ. Çакăн пирки Хусан мэрийӗн «Ӗçлӗ тунтикун» ларăвӗнче хулари ЗАГС управленийӗн пуçлăхӗ Елена Студеникина пӗлтернӗ.
Çавăн пекех хусансен хушшинче августăн 30-мӗшӗнче туй тăвас текенсен йышӗ те пӗчӗк мар. Нумай мăшăр Тутарстан Республикипе Хусан хулин кунӗнче пӗрлешесшӗн.
Кунсăр пуçне июнӗн 29-мӗшӗнче Пӗтӗм Раççейри çамрăксен кунне паллă тунă чух Хусанти «Урам» экстрим-паркра мăшăрланакансене чаплă лару-тăрура регистрацилеме планланă, çавăн пекех августăн 17-мӗшӗнче те — каçхине иртекен «Велофестра».
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев