Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта иртекен уяв программи питӗ анлă

Программăра концертсем, спорт ăмăртăвӗсем, урам фестивалӗсем, куравсем тата ытти мероприятисем. Сăмах май, Тутарстанăн кашни районӗнче паян Республика кунне халалланă тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисене те тимлĕхсĕр хăвармĕç.

Хусанта праçник ирхине 10 сехетре «Урам» экстрим-паркра пуçланать. Кунта урамри культурӑсен улттӑмӗш фестивалӗ иртӗ. 

Çак вăхăтрах Хусан Кремлӗнче çамрăк тутар музыканчӗсен творчествипе «ДэртФэст» фестивальте паллашма пулать. Кремль çумĕнче харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерекенсен «Я и есть Татарстан» ярмăркки те ĕçлĕ. 

«Казан» çемье центрӗ патӗнче 10.30 сехетре республикӑн пур районӗнчен килнĕ 45 мӑшӑр регистраци иртеççӗ. 13 сехетре вара ST рэпер хутшӑннипе «Два Кремля» мотофестиваль та çакăнтах пуçланĕ.

Концерт курма юратакансене 11.00 сехетре Г. Камал театрӗ умӗнче «Уйнагыз, гармуннар! — Играй, гармонь» халăх праçникне чĕнеççĕ. Ун хыççăн 13.00 сехетре кунтах «Безнен заман» ӗçлекен çамрăксен фестивалӗн гала-концерчӗ тытăнать.

Кабан кӳлли çыранӗнче кăнтăрларан пуçласа «Милли кием» халăх костюмӗсен фестивалӗ, концерт, кӳлĕ çинчен çырнă кĕнекен хăтлавĕ, лекцисем тата экскурсисем пулаççĕ. 

Каюм Насыри урамĕнче 13 сехетре «Казан сөлгесе» фестиваль уçăлать, унта хутшăнма 500 яхăн халăх юрри тата ташши ташлакан артистсем кăмăл тунă.

14 сехетре Хусан ипподромӗнче ут спорчӗн ăмăртăвӗсем тытăннипе пӗрле уяв концерчӗ те пуçланĕ. 

Паян, республикăн тĕп хулинче «Елмай» ача-пăча паркне те уçаççĕ. Çĕнĕ паркра «Эйбэт» тата «Архидети» юхăмсен резиденчĕсем хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарĕç, кафере апат хатĕрлеме вĕрентĕç, ачасем валли кĕнеке те туянма май пулĕ кунта. 

Горький ячӗллӗ паркра та нумай мероприяти ирттерĕç: çăмăл атлетикăпа кросс, шахмат юратакансен турнирӗ, баскетболпа тата мини-футболпа соревнованисем тата уçă сывлăшра иртекен йога урокĕ.

Çӗр ӗçченӗсен керменӗ умӗнчи тӳремре 19.00 сехетре «Казанская осень» опера фестивалӗ уçӑлать. Кунта Мариинка театрӗн солисткине Мария Бараковăна итлеме май пулать.

Республика кунĕнче «Крылья Советов» паркра, Горки-Ометьево вӑрманӗнче тата Урицк паркӗнче джаз музыканчӗсен хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.

17.30 сехетре уявӑн чи кӗтнӗ пайӗ пуçланать. «Казан» çемье центрĕ çумĕнче вырнаçнă тӗп сцена çине пĕрлештернĕ оркестр, Хусан филармонийӗн артисчӗсем, «Станция МИР» фестивале хутшӑнакансем, Фаузия тата «Дышать» юрӑçсем тухĕç.

Çамрăксем валли каçхи концерт программи те интереслӗ пулӗ. Хусана  Дима Билан тата «Братья Грим» ушкăн килесси паллă.

Йăлана кĕнĕ Казанка Набережнăйӗнчи салют кăна кăçал пулмĕ. 

Республика кунӗпе сире пурне те, туссем!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День республики