Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта иртнӗ Çамрăксен кунӗнче икӗ çамрăк çемье чăмăртаннă

Июнӗн 27-мӗшӗнче Хусанта Çамрӑксен кунӗ питӗ те интереслӗ иртсе кайрӗ. Уявӑн тӗп площадки яланхи пекех «УРАМ» экстрим-парк пулса тӑчӗ. Фестиваль 50 пин ытла çынна пӗр çӗре пуçтарса спортпа, карьера, вӗрентӳпе сывлӑхран пуçласа пултарулӑхпа çемье хаклӑхӗсем, волонтер ӗçӗпе патриотла хастарлӑх тата музыка программи таранах майсен пысӑк маршручӗ пулса тӑчӗ.

Июнӗн 27-мӗшӗнче Хусанта Çамрӑксен кунӗ питӗ те интереслӗ иртсе кайрӗ. Уявӑн тӗп площадки яланхи пекех «УРАМ» экстрим-парк пулса тӑчӗ. Фестиваль 50 пин ытла çынна пӗр çӗре пуçтарса спортпа, карьера, вӗрентӳпе сывлӑхран пуçласа пултарулӑхпа çемье хаклӑхӗсем, волонтер ӗçӗпе патриотла хастарлӑх тата музыка программи таранах майсен пысӑк маршручӗ пулса тӑчӗ.

Тутарстан Республикин çамрӑксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров уява пухăннисене хăй ятӗнчен салмласа мӗнпур тытăнура ăнăçу сунчӗ: «Паян пирӗн республикӑра миллион ытла çамрӑк пурӑнать –  пуçаруллӑ, пултаруллӑ тата чунӗпе сӳрӗк маррисем. Шӑпах вӗсен вӑй-хӑватне, шухӑшӗсене тата гражданла хастар позицине пула Тутарстан аталанса çӗнӗ çитӗнӳсем тăвать. 30 çул ытла ӗнтӗ эпир çамрӑксен политикине пурнӑçлатпӑр, пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсемпе республика  ку сферӑра Раççейри чи лайӑх регион пулса тăнă. Эпир çамрӑксен ыйтӑвӗсене ялан тимлӗхре тытатпăр, пулӑшу мерисене лайӑхлатсах пыратпӑр: ӗçе вырнаçассипе стажировкӑсенчен пуçласа грантсем, çурт-йӗр программисем тата малалла ӳсме майсем туса парасси  таранах. Пирӗн тӗллев – кашни çамрӑка мӗнпур майсем çинчен пӗлтересси, Тутарстанра харпăр потенциала пурнăçлама пулăшасси», – терӗ министр.

Кӑçал Çамрӑксен кунӗн программинче сакӑр тӗп ен палăртнă. Площадкӑра карьера, вӗренӳ, спорт, медицина, пултарулӑх, патриотлăхпа çемье зонисем, çамрӑксен организацийӗсен, партнерсен тата вырӑнти проектсен интерактивлӑ лаптӑкӗсем ӗçлерӗç.

«Çамрӑксен кунӗ пысӑк уяв кӑна мар, чӗрӗ суйлав уçлӑхӗ пулса тӑни пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Кун тӑршшӗпе хӑнасем хӑйсене спортра тӗрӗслесе пӑхма, карьера майӗсем тупма, специалистсене ыйтусем пама, çамрӑксен проекчӗсемпе паллашма, чӗннӗ спикерсен лекцийӗсене итлеме пултарчӗç. Чи хакли – вӗсем хӑйсене пысӑк пӗрлӗхӗн пӗр пайӗ пек туйни. «УРАМ» тепӗр хутчен çамрӑксен площадки тӗрлӗ çыншӑн – студентсемшӗн, çамрӑк специалистсемшӗн, çемьесемшӗн, волонтерсемшӗн, спортсменсемшӗн, пултарулӑх командисемшӗн тата хӑйсен çул-йӗрне шыракансемшӗн туртӑм вырăнӗ пулнине кӑтартрӗ», – палӑртрӗ Хусанти Çамрӑксен кунӗн координаторӗ,«УРАМ» экстрим-парк директорӗ Мария Крюкова.

Фестивалӗн тӗп темисенчен пӗри карьера пулчӗ. Площадкӑра Хусан командипе Тутарстан Республикин «Работа России» кадр центрӗ ӗçлерӗç. Вӗсем çамрӑксене актуаллӑ вакансисемпе паллаштарчӗç. Унта хутшӑннисем вара ӗç паракансемпе тӗл пулма, тӗрлӗ сферӑри профессисем çинчен пӗлме пултарчӗç.

«Карьера» площадкинче «Сплетни о работе» ток-шоу уйрӑмах кӑсӑклантарчӗ. Кунта стендап-комик Самвел Гиновян ӗç паракансемпе тата ӗç шыракансемпе пӗрле профессисемпе çыхăннă чи анлă мифсене тишкерчӗç. Курма пынисем кăмăллă юлчӗç ку площадка ӗçӗпе. Савăнса кулни мӗне тăрать.

 Çамрӑксен кунӗн спорт программи Раççейри 24 хуларан тата 16 регионтан 550 яхӑн çынна пӗрлештерчӗ. Площадкӑсенче BMX, скейтбординг, роликпе чупассипе, самокатпа ярăнассипе, паркурпа, воркаут енӗпе, брейкингпа, стритболпа, джиу-джитс ташӑ ӑмӑртӑвӗсемпе тӗрлӗ хастарлӑхсем, уçӑ тренировкӑсем иртрӗç.

Скейтбординг енӗпе паллă DC прорайдерӗсен –  Дмитрий Двойнишниковпа Эмин Алиевăн уçӑ тренировкӑсем килнисене килӗшрӗ. Воркаутпа паркур енӗпе мастер-классене те активлă хутшăнчӗç. Самокатпа ярăнассин вăрттăнлăхӗсемпе Влад Самокатчик паллаштарчӗ. Артем Агарков –ВМХ, Григорий Усенко роликсем енӗпе вăрттăнлăхсене уçрӗç.

Спорт программин паллӑ  пулăмӗ BMX-райдерӗ Матвей Шарыгин  килни пулчӗ. Вӑл Мускавран Хусана велосипедпа (BMX) ятарласа Çамрӑксен кунне çитнӗ. 800 километр ытла инçӗше 5 кунра утса тухнӑ. Фестивале Матвей Шарыгин Тутарстанăн BMX-фристайл енӗпе пӗрлештернӗ командин пайташӗпе Михаил Окатьевпа тата «Урам»  тренерӗпе Анатолий Кириенкопа пӗрле çитнӗ.

Сывлӑх площадки те активлăхпа палăрчӗ. Унта 3 150 çын килсе кайнӑ. Çамрӑксен кунӗнче пӗрремӗш хут сывлӑха комплекслӑ тӗрӗслеме, ВИЧ пуррипе çуккине экспресс-тест туса тӗрӗслеме, тухтӑрсемпе специалистсен консультацийӗсене илме пултарчӗç.

Çамрӑксен кунӗн вӗренӳ программи медиа, бизнес, креативлӑ индустри, çӗнӗ технологисемпе предприниматель сферисенчи çӗршыври паллă спикерсене пӗрлештерчӗ. Лекторие Сергей Мезенцев, Тима Фермер, Ясмин Буали, Лера Вейв, Дмитрий Яковлев, Лиза Ливада тата Алсу Рахимова хутшӑнчӗç. Ку площадкăра маркетинг, искусствӑлла интеллектпа визуаллӑ искусство, харпӑр ӗçе йӗркелесси тата ытти кирлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗç.

Фестиваль территорийӗнче 50 ытла интерактивлӑ площадка ӗçлерӗ. Уяв хăнисем шахматла вылянӑ, пултарулӑх мастер-класӗсене хутшӑннӑ, вырӑнти брендсемпе паллашнӑ. Тутарстанра тата Раççейре   çамрӑксем валли хатӗрленӗ майӗсем пирки пӗлнӗ, тӗрлӗ сувенирсем ӑсталанӑ, кулӑшла форматсене те хутшӑннӑ.

Патриотизмпа çыхăннă лапамра «Сила молодежи» спорт ăмăртăвӗсем иртрӗç. Унта хутшӑнакансем хăйсен вӑй-халне, чӑтӑмлӑхне, реакци хӑвӑртлӑхне тата команда хавхаланăвӗ пуррине тӗрӗсленӗ.

«Çемье хаклӑхӗсем» блок шайӗнче харăсах икӗ мӑшӑр пӗрлешрӗç. Çапла кунта Азаматпа Диля Зариповсен, Карина Тукманбетовӑпа Арсений Гадельшин çемйисем чăмăртанчӗç. Вӗсене ТР çамрӑксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров саламларӗ.

Уявӑн чуна пырса тивекен саманчӗсенчен пӗри – «Тутарстан Республикин добровольчествăпа информаципе ресурс центрӗн» ӗçченӗсем Саитов Тимурпа Файзуллина Разалия мӑшӑрланма пӗлтерни пулчӗ. Ку çемье блокӗн символла пулăмӗ тата Çамрӑксен кунӗн чи хумхануллă саманчӗ пулса тӑчӗ.

Фестивалӗн интерактивлӑ программи çамрӑксен организацийӗсене, хула пӗрлӗхӗсене тата тематика площадкисене пӗрлештерчӗ. Тӗслӗхрен, «Движение первых» юхӑм паспорт парассипе чаплӑ церемони ирттерчӗ, «Татарстан – территория воможностей»  грантсем çырма, вӗсем тӑрӑх отчет пама вӗрентрӗ, ТР Студентсен лиги çамрӑксен çурт-йӗр конкурсӗпе консультаци ирттерчӗ.

Хусанти аслӑ шкулсен ют çӗршыв студенчӗсем уйрӑм хастарлӑхсем хатӗрленӗ: тӗрлӗ чӗлхепе каллиграфи çырса пӑхма, яппунсен чей церемонийӗпе паллашма, хнапа ӳкерме тата бачатӑпа латин ташшисене вӗренме.

Кунӗпех тата музыка сцени ӗçлерӗ. Кунта та тӗрлӗ активлăхсем иртрӗç. Фестиваль хӑнисем тутар артисчӗсен автор музыкине, кавер-программисемпе паллашрӗç.

Музыка программин кульминацийӗ –фестивалӗн хедлайнерӗсем Konfuz тата L ' One килни пулчӗ. Финал концерчӗ сцена умне пин-пин çамрăка пухрӗ.

Сăнӳкерчӗксем «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день молодежи