Хусанта «Малая Родина – сила России» форум пуçланчӗ
Январӗн 29-30-мӗшӗсенче Тутарстанăн тӗп хулинче «Малая Родина – сила России» форумăн «Комфортная среда для жизни» темăпа регионри кунӗсем иртеççӗ. Унăн тӗп площадки – Хусанти Башир Рамеев ячӗллӗ IT-парк.
Мероприятие 460 яхăн çын хутшăнать. Вӗсем хушшинче муниципалитет пӗрлӗхӗсен представителӗсем, экспертсем тата лидерсем. Форума хутшăнакансем хальхи технологисемпе усă курса хуласемпе поселоксенчи пурнăç пахалăхне лайăхлатма, инфраструктурăна аталантарма тата хăтлă та хăрушсăр хула хутлăхне йӗркелеме тӗллевлӗ стратегисене пăхса тухаççӗ.
Форум шайӗнче тӗрле темăсене халалланă сессисем иртеççӗ. Дискуссисене федераци эксперчӗсем, çавăн пекех Раççейри ытти регионсен представителӗсем те хутшăнаççӗ.
Каласа хăвармалла, форумăн регионри кунӗсем Раççейӗн 16 регионӗнче иртеççӗ, кашнин хăйӗн тематики. Сăмахран, январӗн 24-25-мӗшӗсенче Мурманскра иртнӗ форумра экологи ыйтăвӗсем çине акцент тунă. Тутарстан представителӗсем те хутшăннă мероприятие.
Тӗп мероприяти апрель уйăхӗнче Мускавра «Россия» наци центрӗнче иртет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев