Хусанта Муса Джалиль еткерне халалланă ăслăлăх конференцийӗ иртет
Тутарстанăн тӗп хулинче ыран, февралӗн 13-мӗшӗнче, ТР Наукăсен академийӗн Тутар энциклопедийӗпе регионовединие институчӗ (ИТЭР) «Муса Джалиль в историко-культурном пространстве России» Пӗтӗм Раççейри ăслăлăх конференцийӗ ирттерет.
«Пирӗн республикăшăн пӗлтерӗшлӗ пулăм ку. Раççей шайӗнчи конференцие искусствăпа культура ӗçченӗсем, литературоведсемпе историксем сăнаса тăрӗç», – пӗлтерчӗ «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ИТЭР директорӗ Эльмира Галимова.
Поэт-герой çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă конференцин тӗп мероприятийӗ – ученăй-джалилеведсене пӗрлештерекен пленарлă лару. Тӗлпулăва Мускав, Санкт-Петербург, Ӗпхӳ, Челябинск тата Аслă Новгород ăсчахӗсем хутшăнӗç. Мероприятин программи анлă – поэт биографине тӗпчесси, истори еткерлӗхне йӗркелесси тата упрасси, унăн сăввисене тишкересси, хайлавӗсене куçарасси тата интерпретацилесси.
Пӗр секцире Джалиль пултарулăхӗ музыкантсене, актерсене тата ӳнерçӗсене хавхалантарни пирки каласа парӗç. Мероприятие Тутарстанăн Наци музейӗ те хутшăнать.
Конференцин тӗп тӗллевӗ – паллă çыравçăн пултарулăхне тишкересси кăна мар, унăн ӗçӗсем Пӗтӗм Раççей культурине мӗнле витӗм кӳнине тарăннăн тӗпчесси.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев