Хусанта никрут юрри янăрарӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта никрут юрри янăрарӗ

Фестиваль-конкурсăн финалӗ майăн 16-мӗшӗнче иртрӗ

 
Çав кун Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче нихăçанхинчен нумай каччă пулчӗ, чăваш каччисем. Сăлтавӗ – Республикăри «Никрут юрри» фестиваль-конкурса пӗтӗмлетсе гала-концерт иртнинче. Ăна кăçал Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалласа йӗркеленӗ.
Пӗрремӗш хут ку фестиваль-конкурс 2015 çулта иртнӗччӗ. Ун чухне хутшăнакансем сахалрахчӗ. Хальхинче чăвашсем йышлă пурăнакан районсем пурте хутшăнчӗç, хăш-пӗр тăрăхран темиçе чăваш ялӗ салтака ăсатас йăлана кăтартрӗ. 
Ку конкурса ирттерме ТР ЧНКА Канашӗ 2025 çулта ТР Раисӗн гражданла обществăна аталантарма паракан грантне çӗнсе илнипе ирттерме пултарчӗ. Малтан Аксу, Нурлат, Пăва, Çӗпрел зонисенче ирттерсе вăйлăрах юрăçсене Хусанта иртекен тура килме суйласа илнӗ. 20 ансамбль тата юрăç çӗнтерӳçӗ пулассишӗн тупăшрӗ.
Конкурсра сумлă хăнасем пулчӗç: Республикăн социаллă тӗллевлӗ коммерцилле мар организацисене пулăшу паракан центр директорӗ Зульфия Нурмухаметовна Сафина, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Анатоль­евич Малышев, ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене социаллă гарантисемпе тивӗçтерессипе ӗçлекен уйрăм пуçлăхӗ Дмитрий Евгеньевич Будкин. Каярах Хусанти Обществăлла палатăн председателӗн çумӗ, Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров хутшăнчӗ. Вӗсем «Ник­рут юрри» фестиваль-конкурса хутшăнакансене авалтан пыракан йăласене манманшăн, тытса пынăшăн ырласа ăнăçу сунчӗç. Константин Анатольевич ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн Дмитрий Самаренкинăн саламне вуласа пачӗ. 
Çакăнтах Дмитрий Евгенье­вич Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче пурăнакан Людмила Ивановна Ильдулована, Тутарстанри чи хастар волонтерсенчен пӗрне, маттур чăваш хӗрарăмне РФ Оборона минис­терствин 728а приказӗпе «Ӗçри хастарлăхшăн» («За трудовую доб­лесть») медаль парса чысларӗ. Аса илтеретпӗр, Ильдуловсен çемйи  ятарлӑ çар операцийӗ пуçланнӑранпах ентеш-салтаксене пулӑшать: виçӗ мотоцикл, «УАЗ» машина, салтаксене кирлӗ нумай-нумай ытти япала ăсатнă вӗсем хӳтӗлевçӗсем патне. 2025 çулта кăна 678 пин тенкӗлӗх пулăшу панă.
Лайăш районӗнчи Габишево поселокӗнчи Культура çурчӗн режиссерне, «Весна»­ ансамбль солисткине Елена Анатольевна Макарована ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин Тав хутне парса чысларӗ. Елена Анатольевна концерт ларт­са пухнă укçана волонтерсене пани те пулнă, салтаксен умӗнче юрланă тӗслӗхсем те пӗрре кăна мар. Конкурс виçӗ номинаципе ирт­рӗ: «Пӗччен юрлани», «Ушкăнпа юрлани» тата «Салтака ăсатас йăла». Кашни номинацире виçшер вырăн пулчӗ.
Конкурса хутшăнакансен пултарулăхне хаклакан жюри пайташӗсем: Константин Малышев (председатель), ТР тава тивӗçлӗ учителӗ Владимир Кожуков, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР Обществăлла палатăн эксперчӗ Ирина Трифонова, композитор, «Азамат» творчество студийӗн ертӳçи Алексей Наумов, «Татар-информ» ИА тӗп менеджерӗ Наиль Селиванов, предприниматель, «Никрут юррисем» конкурса никӗслекенсенчен пӗри Александр Саиткин пулчӗç. 
Залра ларакансене Ирина Федоровна Трифонова саламларӗ, фестиваль-конкурса килнисене «Сувар» хаçата çырăнма чӗнсе каларӗ. Çак кун çырăнакансен хушшинче парне вылянтарассине пӗлтерчӗ. Ертӳçӗ Элтияр Александров «Сувар» хаçата йӗркелӳçӗсен ятӗнчен «Никрут юрри» çинчен хыпарласах тăнăшăн тав турӗ. 
Конкурса йӗркелекенсем грант укçипе пилӗк видеоролик ӳкернӗ. Сцена çинче ертӳçӗ конкурс çинчен, никрут юррисен аваллăхӗ çинчен каласа панă вăхăтра экран çинче çав роликсен видеорячӗ пыни залра ларакансене темӗнле асамлă витӗм кӳчӗ тейӗн. Вӗсем юрăçсен ник­рут юррисене те, ансамбльсем кăтартакан салтака ăсатас йăласене те çивӗччӗн, чӗрене çывăх илчӗç. Ашшӗ-амăшӗнчен, юратнă хӗрӗпе юлташӗсенчен инçете каякан йӗкӗтсен хурлăхлă юрри куççуль пăчăртаса кăларчӗ. 
Пӗччен юрлакансенчен Çӗнӗ Шуçăмран килнӗ юрăç Анастасия Якушкина пӗрремӗш вырăн йышăннишӗн никам та тӗлӗнмерӗ пулӗ, кӳренекен те пулмарӗ-тӗр. Патăрьел тăрăхӗнчи хӗрсен никрут юррине çав тери илемлӗ юрларӗ вăл. Кăкăртан тухакан меццо-сопрано итлекене тӳрех тыткăна илет. Анас­тасия юрласа пӗтерсен «Браво» кăшăракансем пулчӗç, апла жюрипе куракан (куракан кăна та мар, конкурент та) пӗр шухăшлă пулни куçкӗрет, ку савăнтарать. 
Пӗр шутласан, Хусан сцени çинче юрлама тивӗçнисем пурте ăста, маттур. Хуть нурлатсен «Шӳлкемине» (Киклӗпуç ялӗ, ертӳçи Любовь Кудяшова) ил, хуть элметсен «Паланне» (Пӳс­рек ялӗ, ертӳçи Инна Лисина). Ку ансамбльсем çӗнтерӳçӗ пулса номинацире вырăн йышăнаймарӗç, анчах салтак ăсатас йăлана питӗ лайăх кăтартса пачӗç.   Çӗнӗ Шуçăм çинчен тепрер сăмах калас килет. «Ушкăнпа юрлани» номинацире вӗсен «Шупашкар каччисем» (ертӳçи Вла­димир Охотников) пулчӗç. Маттур каччăсем тесе мухтас килет, профессионалсенчен кăшт та кая мар. Вӗсене лауреат дип­ломне пачӗç. 
Хусанти Светлана Садыкова ертсе пыракан «Салам» ушкăн та хăйне питӗ лайăх кăтартрӗ, анчах сцена çинчен ансан Светлана Вениаминовна кăмăлсăрри палăрчӗ – «Саламăн» баянисчӗ Алексей Семенов салтака каять иккен. «Эх, юрласа пӗтерсе сцена хыçне тухсан тин каларӗ», – куляннине пытармарӗ С.Садыкова. Ăнланатпăр, лайăх баянист тупма çăмăл мар. Çулталăк баянсăр юрлама та йывăр.
«Ушкăнпа юрлани» номинацире Кайпăç районӗнчи Кӳлпуçӗн «Палан» халăх ансамблӗн (ертӳçи Валентина Охотникова) юррине лăпкăн, йӗмесӗр итлесе лараймарӗç куракансем. «Палан» питӗ тӗрӗс, кашни çынна çывăх интонацисем тупнипе савăнтарать, тӗлӗнтерет.  
Пӗтӗмӗшле илсен жюри вырăнсене çапла палăртрӗ:
«Пӗччен юрлани» номинаци
I вырӑн – Анастасия Якушкина (Çӗнӗ Шуçӑм районӗ, Чӑваш Шупашкар);
II вырӑн – Николай Уламасов­па Вячеслав Мельников дуэчӗ (Çарӑмсан районӗ, Çӗнӗ Йӗлмел);
III вырӑн – Мария Краснова (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи).
«Ушкӑнпа юрлани» номинаци
I вырӑн – «Пасна» фольклор ушкӑнӗ (Çӗпрел районӗ, Паснапуç, ертӳçи Лидия Герасимова);
II вырӑн – «Пилеш» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ (Лениногорск районӗ, Çӗнӗ Шешкел, ертӳçи Лидия Матвеева);
III вырӑн – «Палан» халӑх фольклор ансамблӗ (Кайпӑç ра­йонӗ, Кӳлпуç, ертӳçи Валентина Охотникова).
«Салтак ăсатас йăла» номинаци
I вырӑн – «Чӗкеç» чӑваш халӑх ансамблӗ (Çырчалли хули, ертӳçи Елена Кондюкова);
II вырӑн – «Çӑлкуç» фольклор коллективӗ (Çӗпрел районӗ, Хулаçырми, ертӳçи Клара Портнова);
III вырӑн – «Шӑхаль» фольк­лор ансамблӗ (Çӳлту районӗ, Шӑхаль, ертӳçи Вероника Натарова).
 Гран-при тата 60 000 тенкӗлӗх сертификата Пӑва районӗнчи Пӳркел ялӗнчи «Хӑят чечекӗсем» (ертӳçи Ольга Юркина) фольклор ансамблӗ çӗнсе илчӗ. 
Ятарлă призсем те пулчӗç. Кик­­лӗпуçӗнчи «Çеçпӗл» фольк­лор ушкăнӗн ертӳçине Василий Дмитриевич Абрамова, Якуркелӗнчи «Шӳлкеме» ансамблӗн баянистне Дмитрий Николае­вич Осипова (Нурлат) йӗркелӳçӗ­сем тата Алексей Наумов ятарлă приз парса хавхалантарчӗç. Элмет райо­нӗнчи «Палан» (ертӳçи Инна Лисина) фольклор ансамб­лӗ те ятарлă парнене тивӗçрӗ.
«Никрут юрри» фестиваль-­конкурса хальхинче Çӗпрел ра­йонӗ хастар хутшăнчӗ. Пӗччен юрлакансем виççӗн –  Тать­яна Фадеева, Мария Краснова, Ген­надий Карсаков тата ансамбльсем – «Пасна» (Паснапуç),  «Çăлкуç» (Ху­лаçырми), «Çеçпӗл» (ер­тӳçи Альбина Кузнецова, Чă­ваш Çӗпрел). 
Теччӗ районӗнчен вара Сергей Ефимов (Таяпа) пӗччен пулчӗ.  Унăн ывăлӗ пиллӗкмӗш çул ӗнтӗ СВОра, юрланă чух хумханни палăрчӗ. Паллах, çăмăл мар ăна юрлама. Çитес конкурсра теччӗсем хастартарах пуласса шанатпăр. 
«Никрут юрри» фестиваль-­конкурса Анжелика Ереме­ева ­ертсе пыракан «Ӗмӗт» тата «Аюна» ушкăнсем илем кӳчӗç, Элтияр Александров та юрларӗ.
 

В.Александрова 
сăнӳкерчӗкӗсем.


#2026 – Год Единства народов

Нет комментариев