Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта православи кӗнекисен курав-ярмăркки ӗçлет

Паян Хусанти «Раççей — манăн истори» мультимедиллӗ истори паркӗнче православи кӗнекисен курав-ярмăркки ӗçлеме пуçланă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Проекта йӗркелекенсем — Хусан епархийӗн тӗн вӗрентӗвӗпе катехизаци тата миссионер уйрăмӗсем, епархи музейӗ тата «Раççей — манăн истори» мультимедиллӗ истори паркӗ. 


Курав-ярмăрккăра православи издательствисен çӗнӗ кăларăмӗсемпе паллашма, православи темипе çыракан çыравçăсемпе тӗл пулма, священниксен лекцийӗсене итлеме май пур. Çавăн пекех ача-пăчапа çамрăксем валли çырнă литературăпа та паллашма май пулӗ. Историпе психологи кӗнекисене те çителӗклех тăратнă курава.


Курав-ярмăрккăна уçнă çӗре Тутарстан митрополийӗн ӗçченӗсем, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл, паллă çыравçăсем, наука тата общество деятелӗсем хутшăннă. 


Паян кунта блогерсемпе тӗлпулу иртет. Çавăн пекех истори паркӗнче «Эпир мӗншӗн чиркӳ историне вӗренетпӗр?» темăпа лекци пулать. Ăна Хусанти тӗн семинарийӗн пӗтӗмӗшле тата чиркӳ истоирйӗн кафедрин заведующийӗ, чиркӳ историйӗн докторӗ Алексий Колчерин протоиерей ирттерет. 
Ыран, мартăн 15-мӗшӗнче, 12.00 сехетре «Аслă типӗ тата хальхи пурнăç» темăпа тӗлпулу иртет. Хусанти тӗн семинарийӗн пӗрремӗш проректорӗ Никита Кузнецов иерей лекци вулать. 14.00 сехетре вара Екатерина Федорчук çыравçăпа тӗлпулу пулать. Автор унта вулакансене хăйӗн «Трибунал» кӗнекипе паллаштарӗ. 


Мартăн 16-мӗшӗнче 12.00 сехетре «Çăварни тата Аслă Типӗ православи культуринче» темăпа лекци итлеме пулать. Ăна Хусан епархийӗн миссионер уйрăмӗн ертӳçин çумӗ, Турă сăмахӗн магистрӗ Николай Дьяков вулать. 


Курав-ярмăркка паянтан пуçласа мартăн 16-мӗшӗччен 10.00 сехетрен пуçласа 19.00-ччен ӗçлет. Тӳлевсӗр.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: православие