Хусанта пурӑнакансем ултавçӑсемпе çыхӑнса пӗтӗмпе 37 пин тенкӗ çухатнӑ
Аса илтеретпӗр, укçа-тенкӗ вӑрласси уйрăмах тӳлевсӗр пӗлтерӳ сайчӗсем урлӑ пулать.
Вĕсенчен пӗри – 20 çулти çамрăк. Вăл сайтра компьютер мониторне сутасшăн пулнă. Ӑна туянакан тупăннӑ, укçана онлайн счет çине куçарап тесе пĕлтернĕ. Çамрăк каччă ултавçăсене банк реквизичӗсене ярса парсан, виçӗ пин тенкӗсĕр тӑрса юлнӑ. Çакнашкал мелпе усӑ курса Ново-Савиновски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма та улталанă, вӑл чечек валли подставка сутасшӑн пулнӑ, 34 пин тенкӗ укçине çухатнӑ.
Аса илтеретпӗр, укçа-тенкӗ вӑрласси уйрăмах тӳлевсӗр пӗлтерӳ сайчӗсем урлӑ пулать. Асăрхануллă пулăр, смссенчен ытти сайтсене ссылкӑ тӑрӑх ан куçӑр!
Статистикӑпа килӗшӳллӗн, Тутарстанра пурӑнакансем ултавçӑсене талӑкне вӑтамран 10 млн тенкӗ таран параççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев