Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Раççей Геройне Дамир Гилемханова асăнса бокс турнирӗ иртет

Ăмăрту Шыв спорчӗн тӗсӗсен керменӗнче паян 15:30 сехетре пуçланать

Дамир Гилемханов Хусанти танк училищин тепӗр выпускникӗпе Дамир Исламовпа пӗрле Раççей Геройӗн ятне тивӗçнӗ, шел пулин те вилнӗ хыççăн.
Тутарстансем кӗрекен танкăн экипажӗ Луганск халăх республикинче укрепрайона штурмланă. Вăл тăшман перекен вырăна тӗп тунă. Анчах та «Молотов коктейлӗнчен» пирӗн танк çунма пуçланă. Танкистсем машинăна çапăçу хирӗнчен кăларса вут-çулăма сӳнтерме пултарнă. Кӗçех вӗсем çӗнӗрен çапăçăва кӗнӗ. 
Гилемхановпа Исламов танкӗ ВСУ-н пилӗк танкне хирӗç тăрса вӗсенчен тăваттăшне сирпӗтнӗ. Пиллӗкмӗш танкпа тытăçнă вăхăтра Раççей танкне снаряд лексе сирпӗнет. Экипаж сывă юлаймасть. 
Çакнашкал паттăрлăх кăтартса пуçӗсене хунă Тутарстан каччисем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев