Тутарстанăн тӗп хулинче талăк хушшинче çулсем çинчӗ виçӗ аварире пӗр ҫын вилнӗ, иккӗшӗ суранланнă. Çак вăхăт хушшинче пурӗ 163 инкек пулни çинчен хыпар килнӗ.
Автоинспекторсем правасăр тăхăр водителе чарнă. Çак талăк хушшинче сакăр çын руль умне ӳсӗр ларни палăрнă.
Çул-йӗр правилисене пăхăнман мотициклпа çӳрекен пӗр водителе, квадроцикл умне ларнă пилӗк çынна, икӗ велосипедиста тата самокатпа çӳренӗ икӗ Хусан çыннине административлă явап тыттарнă.
Нет комментариев