Хусанта тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен конкурсӗ иртет
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен конкурсӗ иртет

Паян, мартăн 26-мӗшӗнче, Хусанти К.Насыри ячӗллӗ 80-мӗш номерлӗ шкулта Вӗрентӳ организацийӗсемпе вырсарни шкулӗсенче тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раççейри конкурсӗ пуçланчӗ.

Ку конкурс çулленхи, вăл икӗ куна пырать. Пӗрремӗш тапхăра Раççейӗн 15 регионӗпе Тутарстан районӗсенчен 70-е яхăн тăван чӗлхе вӗрентекенӗ хутшăннă. Иккӗмӗш тапхăра 50 педагог иртнӗ. Вӗсен шутӗнчен ӗнтӗ жюри çӗнтерӳçӗсене суйласа илӗ.

 

Конкурс концерт программипе уçăлчӗ. Унта К.Насыри шкулӗн вӗрентекенӗсем хутшăнчӗç. ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчен министр çумӗ Минзалия Закирова пулчӗ. Вăл конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунчӗ.


конкурс Родной язык учитель родного языка

Нет комментариев