Хусанта «Точка трезвости» проект ӗçлеме пуçланăранпа 10 çул çитрӗ
Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов пуçарăвӗпе ӗçлеме пуçланă ку программа. Ачасене çемьесенче хăварас тӗллевпе республикăри министерствăсем – Сывлăх сыхлав, Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх, Культура, Вӗрентӳпе наука тата Çамрăксен ӗçӗсен – пӗрлешсе ӗçлени лайăх енӗпе палăрса тăрать.
Ашшӗ-амăшӗ эрех-сăра час-час ӗçекен çемьесенчен ачисене социаллă учрежденисене вырнаçтарнă тӗслӗхсем халӗ те пур-ха. Пӗрисемшӗн тăван ачана уйăрса кайни урăлтаракан стресс пулса тăрать, ашшӗ-амăшӗн тивӗçӗсене манса ӗçекенсем ку сиенлӗ йăларан, усал чиртен хăтăласшăн пулса пулăшу шыраççӗ. Теприсемпе тӗлпулу ирттерсе психолог калаçать, урă пурнăçпа пурăнма хавхалантарать. Виççӗмӗшсене тата мӗнле-тӗр сăлтав çак проекта ертсе килет. Кашни çемьепе, çынпа уйрăммăн ӗçлеççӗ. 2015 – 2023 çулсенче çапла майпа 863 çынна пулăшу пама май килнӗ. Вӗсенчен 474-шӗ сиплев курсне вӗçленичченех тухтăрсемпе пулнă (пытармалли çук, сиплев пынă вăхăтрах алла лаш! сулса тухса каякансем те пур). Ку тапхăрта 850 ачана ӗçме пăрахнă ашшӗ-амăшӗпе çемьерех хăварма май килнӗ.
Çакна асăнса хăварни вырăнлă – программăна хутшăнма çыннăн хăйӗн ирӗкӗ пулмалла. Вăйпа, ирӗксӗрлесе сиплесси, ӗçме пăрахтарасси пирки сăмах та çук. 2025 çула 200 çын реабилитаци иртме килӗшнӗ. Вӗсен хушшинче 16 мăшăр та, нумай ача ашшӗ-амăшӗ те пур. Тутарстан районӗсем пурте хутшăнаççӗ ку программăна. Март уйăхӗнче программа ӗçлеме пуçлать. Малтанах кашнине мӗнле сиплев кирлине палăртаççӗ.
2024 çулта 182 çынран 16-шӗ программа вӗçлениччен чăтайман, каллех алла черкке тытнă, вăл е ку сăлтавпа 23 çын проектран тухнă. Ыттисем чиперех вӗçленӗ программăна, 366 ача (2023 çулта – 182) çемьере юлнă. Проектра пулнă 82 çынна ӗç тупса панă, 17 çемьене коммуналлă тӳлевсемшӗн пухăннă парăма реструктуризацилеме пулăшнă.
Шел, пӗлтӗр пăшăрханмаллисем те пулман мар. «Точка трезвости» проекта хутшăннисен 60 ачине социаллă учрежденисене пама тивнӗ. Кайран, ашшӗ-амăшӗ программăна ăнăçлăн вӗçлесен 56 ачана тăван çемьене тавăрнă. «Точка трезвости» ăнăçлă иртнӗ пулин те проекта тытса пыракансем сăнама чарăнмаççӗ «симӗс çӗлен» ытамӗнче пулнисене, мӗншӗн тесен рецидив пулас хăрушлăх пур. Кун пек чух вăхăтра пулăшма ӗлкӗрмелле. Виçӗ çула пырать медицина сăнавӗ. Пациентсен ку вăхăтра ремисси çирӗпленсе çитиччен сыхланмалла теççӗ вӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев