Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусантан Çырчаллине метеор çӳреме пуçлать

Тепӗр икӗ эрнерен, апрелӗн 24-мӗшӗнче, Атăл тăрăх çуллахи навигаци пуçланать. Пӗрремӗш рейс яланхи пекех Хусанти юханшыв портӗнчен Тури Услона пулать.

Кăçал çынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулакан вунă ытла çӗнӗ маршрут хута яма палăртнă. Хăнăхнă рейссемсӗр пуçне çӗнӗ çул-йӗрсем те пулӗç. Çитес сезонăн тӗп хыпарӗ совет саманинчен вара  пулман маршрута çӗнӗрен ярасси.  Хусан – Çырчалли маршрутпа хăвăрт çӳрекен Метеор-2020 тăтăш çӳреме пуçлать. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире «ТР Флочӗ» компанин ертӳçи Роман Лизалин пӗлтерчӗ.

Теплоходсем кашни эрнекун, шăматкун, вырсарникун май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа август уйăхӗн 30-мӗшӗччен çула тухӗç. Çул çинчи 5 сехет те 50 минута яхăн пулӗç. Маршрутпа  икӗ хăвăрт çӳрекен карап ӗçлӗç,

Камское Устьене, Чистая, Анат Камăна тата Елабугăна кӗрет. Хусантан карап ирхине 9 сехетре тухать, Çырчаллине 14:50 сехете çитет, тепӗр еннелле те  ирхине 9 сехетре тухӗç карапсем.

Кăçал Хусана Тутарстанри тӗрлӗ ялсемпе çыхăнтаракан вунă ытла çӗнӗ маршрут уçма палăртнă. Атăл тăрăх каякан рейссем 11 ял-хулана кӗрӗç. Атăл тăрăх çӳлелле каякансем Хусана Тури Услонпа, Печищипе, Набережные Морквашипе, Пустые Морквашипе, Дачной тата Рудникпа  çыхăнтарӗç.

«ТР Флочӗ» компани кăçал ытларах республикăра ӗçлет, çапах регионсем хушшинчи турттарусем те пӗр вырăнта тăмӗç.  «Шупашкар юханшыв порчӗ»  компани куллен валдайсемпе Хусанпа Шупашкар хушшинче, çавăн пекех Шупашкар тата Свияжск хушшинче рейссем йӗркелет. «Водолет» компани Чулхула – Хусан, Хусан – Сарапул маршрутсемпе  пассажирсене турттарассине пурнăçлӗ. Унсăр пуçне Ульяновска каякан рейссене те çывăх вăхăтра  хута ярасшăн.

М-12 трасса уçăлнăран чылай пассажир вăхăтлăха автомобильсем çине куçнă, социаллă рейссенче пассажирсен шучӗ чакнă. Анчах коммерци рейсӗсем ӗçленипе пассажирсен пӗтӗмӗшле юхăмӗ 362 пин çынпа танлашнă. Роман Лизалин кăçал ку цифрăна 370 пине çитересшӗн пулнине пӗлтерчӗ.

Çак тӗллеве пурнăçлама паркри карапсен шутне 21-рен 23 таран ӳстернӗ. Сăмах çӗнӗ метеорсем  туянасси пирки кăна мар, кивӗ техникăна юсасси пирки те пырать. Сăмахран, кăçал легендарлă «Восход-74» карапа ӗçе тавăрма палăртнă.

«ТР Флочӗ» компани пассажирсене Атăл урлă çулталăкӗпех каçарма май паракан çӗнӗ проект та йӗркеленӗ.  «Парма-44» сывлăш минтерӗ çинче ятарлă икӗ пассажир карапӗ илсе килме контракт тунă.

Çулла Хусан – Тури Услон маршрутпа ахаль карапсем çӳрӗç, Атăл шăнма тытăнсанах вара вӗсене аэролодкăсем улăштарӗç. Пӗрремӗш карап октябрь-ноябрь уйăхӗсенче килет, иккӗмӗшӗ – Çӗнӗ çул хыççăн.

Унсăр пуçне дебаркадерсене тӗпрен юсас ӗç те пырать. Кăçал çулталăк вӗçлениччен виçӗ дебаркадера юсас ӗçе вӗçлеме палăртнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: пассажирская навигация метеор Флот РТ