Хусанти патшалăх медицина университечӗн ректорӗн тивӗçӗсене пурнăçлама Айрат Фаррахова çирӗплетнӗ
Аслă шкулăн çӗнӗ ертӳçипе коллектива паян Раççей Федерацийӗн сывлăх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко паллаштарнă.

Аса илтеретпӗр, Хусанти патшалăх медицина университетне 2009 çултан пуçласа 2025 çулччен ертсе пынă Алексей Созинов пӗлтӗрхи сентябрь уйăхӗнчен Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн Социаллă политика комитетне ертсе пыма пуçларӗ.
Паянхи кунччен вара асăннă аслă шкулăн ректорӗн тивӗçӗсене ТР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тӗп терапевчӗ Диана Абдулганиева пурнăçласа пынă.
Айрат Фаррахов Тутарстанăн сывлăх сыхлавӗшӗн ют çын мар. 1968 çулта Агрыз хулинче врачпа вӗрентекен çемйинче çуралнăскер, вăл Хусанти патшалăх медицина институтне пӗтернӗ. Вӗреннӗ хушăрах салтака та кайса килнӗ. Ӗçленӗ вăхăтрах Республикăн клиника больницинче медбрат пулса ӗçлеме те вăхăт тупнă. Çулран çул пӗлӗвне ӳстерсе пынă вăл. Хусан хулин Сывлăх сыхлав управленине, унтан ТР Сывлăх сыхлав министерствине ертсе пынă.
2013 çултанпа Айрат Фаррахов Мускавра ӗçлесе пурăннă. РФ сывлăх сыхлав, финанс министрӗсен çумӗнче тăрăшнă. 2016 çултанпа РФ Патшалăх Думин депутачӗ. Айрат Закиевич чи хастар депутатсен топ-50 йышне кӗрет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев