Хусанти «Пӗлӳ марафонӗ»: лекцисем, квиз тата кино
Февралӗн 8-мӗшӗнче Раççей наукин кунӗнче ТР Наци библиотекинче чăннипех наука уявӗ пулать
Тӳлевсӗр «Пӗлӳ марафонне» çемьепе те, юлташсемпе те, пӗччен те хутшăнма чӗнеççӗ йӗркелӳçӗсем. Наука сăмах хăшӗсемшӗн кичеммӗн илтӗнет, анчах марафона хутшăнакансемшӗн мар. Мӗншӗн тесен вӗсем тӗрлӗ мероприятире кăсăк япаласем çинчен хаваспах, çăмăллăн çӗннине пӗлӗç, КФУ, КНИТУ-КАИ, КНИТУ-КХТИ, КГАСА аслă пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенчи пулас ăсчахсемпе тӗл пулӗç.
«Пӗлӳ марафонне» ТР Наци библиотеки Хусанти федераллă Атăлçи университечӗн Информаци политикин департаменчӗпе пӗрле йӗркеленӗ, аслă шкул мероприятин тӗп партнерӗ.
Февралӗн 8 – мӗшӗнче кунӗпех Хусанти ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗн представителӗсем Наци библиотекин локацийӗсенче ачасемпе аслисем валли 14 интереслӗ лекци ирттерӗҫ (тӗнче вӑрттӑнлӑхӗсенчен пуҫласа микромир тӗлӗнтермӗшӗсем таранах). Хусан ҫыннисемпе хăнисем интерактивлӑ мероприятисенче çӗр-çӗр çӗнӗлӗх пӗлӗç: «Пӗлӳ Марафонӗ» шайӗнче ачасем валли ӑсталӑх класӗ, квиз, ӑслӑлӑх пабликӗ, кино сеансӗ хатӗрленӗ.
Кунсăр пуçне Наци библиотеки çак кун 7 курав пăхма сӗнет:
– «Хусан ăсчахӗсен инскрипчӗсем» (I хутри холл) - экспозиция посвящена книгам из фондов отдела рукописей и редких книг Национальной библиотеки Республики Татарстаниз, с дарственными надписями профессоров Императорского Казанского университета
– «Эпир шутлатпăр» (II хутри холл) – КФУ çитӗнӗвӗсем çинчен каласа паракан курав.
– «Тупнисем тӗнчене улăштарнă: ăсчахсем тата наукăри çӗнӗлӗхсем» - «Пӗрремӗш уçаканни. Наука - пурнăç» (кӗнеке куравӗ)
– «Наука пурнăçшăн: тӗнче шайӗнчи ыйтусенчен вырăнти йышăнусем патне» (классика залӗ, кӗнеке куравӗ)
– «Микроскопри тӗнче вăрттăнлăхӗсем. Хуравӗсене кӗнекере туп» (çула çитменнисен залӗ, кӗнеке куравӗ)
– «Эврика!» (ачасен залӗ 6+, кӗнеке куравӗ).
Сăнӳкерчӗк ТР Наци библиотекин пресс-службинчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев